Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пан улми Спасĕ

20 августа 2011 г.

Пан улми Спасĕ

Эпир çак уяв августăн 19-мĕшĕнче пулнине пĕлетпĕр. Вăл Иисус Христос Турă çĕнелсе улшăннă кун (Преображение Господне) – православи тĕнĕн чи пĕлтерĕшлĕ вун икĕ уявĕнчен пĕри пулса тăрать.

Иисус Христос Голгоф тăвĕ çине хăйне пăталассине пĕлсе, унччен хăйĕн вĕренекенĕсемпе – Петр, Иоанн тата Иаков пулас апостолсемпе – Фавор тăвĕ çине улăхнă. Унăн вĕренекенĕсем вара ту патĕнчех çывăрса каяççĕ. Вăранаççĕ те тĕлĕнсе каяççĕ, вĕсем Иисус Христосăн пичĕ те, çи-пуçĕ те тĕлĕнмелле илемлĕн, хĕвел евĕр çуталнине асăрхаççĕ. Çавăн пекех Вăл Моисейпа тата Илья пророксемпе калаçнине кураççĕ. Çавăнтах вара вĕсен куçне курăнман Турă Ашшĕпе Святой Сывлăш Турри пулнă.

Иисус Христос çакăн евĕр çĕнелсе улшăнни хăйĕн пек шухăшлакансен шухăшĕсене тĕпрен çĕнетсе улăштарнипе пĕр тан килет. Ырăлăх, сăваплăх енне çĕнелсе улшăнма кая юлманни çинчен калать.

Çак уяв кун вара чиркÿсенче халăх ялан йышлă. Кунта çынсем пан улмисене, грушăсене тата иçĕм çырлисене илсе килеççĕ.

Маларах вара, Совет тапхăрĕччен, августăн 19-мĕшĕччен пан улми çиме юраманнине çирĕп пăхăннă. Халĕ та хăш-пĕр çынсем çак йăлана пăхăнаççĕ. Пан улми Спасĕнче халăх пĕрле савăннă, пĕр-пĕрне çак çимĕçпе хăналанă. Кукăль таврашне те ăна хушса пĕçернĕ. Ĕлĕк вара халăх хушшинче ырă йăла çÿренĕ, пуян çынсем пан улмие лавĕ-лавĕпех чухăн тата чирлĕ çынсене валеçсе панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика