20 августа 2011 г.
Кактус ÿстерер
Пĕлĕшсем патне кайсан кактус ытла та илемлĕ çурăлса ларнине куртăм. Манăн килте вара нихăçан та çурăлмасть.
Н. Иванова.
Муркаш сали.
Кактус хăйне майлă илемлĕ чечек. Вĕсен сорчĕ питĕ нумай, анчах та кирек епле сорт та вăрах ÿсет. Ăна валли янкăр çутă кун ытларах кирлĕ. Хĕл кунĕнче вара вăл канать, ун чухне ăна апатлантарни те, çутă та ытлах кирлĕ мар, çавăнпа та хĕлле сулхăн вырăна лартмалла. Чечек ытлашши пысăк савăта кăмăлламасть. Чÿлмек тĕпне шăтарни кактуса питĕ кирлĕ. Ăна лартмалли тăпрана шурă хăйăрпа, йывăç кĕлĕпе, торфпа хутăштармалла. Çÿллĕ ÿсекен кактуса тĕкĕ çумне çыхмалла. Ăна куçарса лартиччен шăвармалла мар тата хĕвел çинче тытмалла мар.
Ăна шăварма çемçе шыв кирлĕ. Вăл çумăр, юр е вĕретсе сивĕтнĕ шыв пулма пултарать. Çавăн пекех кранри шыва тăрăлтарни те каять. Кактуса çуркунне вĕçĕнчен пуçласа кĕркуннеччен кăна шăвармалла. Тĕлĕнмелле пулин те хĕлле ăна пачах та шăвармалла мар. Ытлашши шăвариччен шăварса çитерменни лайăхрах та вĕсемшĕн.
Кактус сивĕ сывлăшран пачах та хăрамасть. Хĕл каçнă хыççăн вара ăна çуркуннехи хĕвеле тата ăшăна хăнăхма йывăртарах та.
Ăна ĕрчетме йывăрах мар. Тĕп туна çумĕнче вĕтĕ хунавсем чылай тухаççĕ. Тĕрĕс пăхнă кактус çулталăкра пĕрре çеç мар çурăлать. Кашни сортăн чечекĕ хăйне май илемлĕ. Унăн чечекĕ питĕ хитре, анчах шел пулин те хăш-пĕр сортăн чечекĕ пĕр кунран ытла лармасть.
С. Шапошникова.