20 августа 2011 г.
Виктори çырли лартма вăхăт
Çак çырлана вегетативлă меслетпе ĕрчетеççĕ. Тĕп хунавран çулла çĕнĕ хунав нумай тухать, тĕп тунана çывăххи вара чи лайăххи шутланать. Калчана тăпрара нÿрĕк чылай чухне, августăн иккĕмĕш çурринче лартсан аван. Çанталăк типĕ тăрать пулсан кăшт каярах юлса лартмалла. Иртерех лартсан тепĕр çул çырла лайăхрах пулать, çавăнпа та пахчари çырла тĕммин хунавĕсене тăпра çумне пусăрăнтармалла. Çакăн пек тусан хунав ыттисенчен 1 – 2 эрне маларах пулать. Йăран çине пĕр-пĕрин хушшине 15 – 20 сантиметр, рет хушшине 40 сантиметр чухлĕ хăварса, тымарсенчен тăпрана силлемесĕртерех лартмалла. Калчана çăра лартсан йĕпе çул тĕрлĕ чир-чĕр сарăлать. Тĕп тĕмĕ çумĕнчи ытлашши хунавсене татмалла, унсăрăн çырла вĕтĕ, тухăçĕ пĕчĕк пулать. Çуркунне тăпра час ăшăнса çитменнипе çырлана час лартма май килмест. Çавăнпа та ку ĕçе сентябрĕн 5 – 10 мĕшĕсенчен кая юлмасăр тумалла. Каярах юлса лартнă тĕмĕ аталанса çитеймест, япăх хĕл каçать. Калча пĕлĕтлĕ кун лартсан лайăх чĕрĕлет, çумăр хыççăн е каç пулас умĕн, шăрăх мар вăхăтра куçарсан тата аван. Лартнă чухне тымарсене чăмакка туса хума юрамасть, вĕсене тÿрлетмелле. Папкасене тăпрапа витмелле мар, унсăрăн тĕмĕ типсе хăрать. Лартас умĕн шăтăка шыв ярсан аван. Лартнă хыççăн шăварсан, çиелти тăпра хытса ларать. Ÿсен-тăран папака аяла пулнипе пулманнине, çÿллĕ е ытла тарăн лартнине тĕрĕслемелле. Кирлĕ пулсан ÿсен-тăрана тÿрлетсе лартмалла, типсе кайнисем вырăнне урăххисене лартмалла. Типĕ çанталăкра тăтăшах шăвармалла. 20 тĕп çырлана шăварма пĕр витре шыв кирлĕ.
Кĕркунне ăна тĕрлĕ удобренипе апатлантарма манмалла мар, мĕншĕн тесен çырла туса тĕмĕ самай имшерленнĕ. Çырла татнă хыççăн çумăр нумай çунă çулхине çулçăсене çулни лайăх, анчах та тĕп папакасене амантмалла мар. Типĕ çул вара ан çулăр. Çавăн пекех çырлана пĕр ана çинче тăватă çултан ытла çитĕнтермелле мар.
Н. Петрова,
пахчаçă.