20 августа 2011 г.
Палăртнă ĕçсем вăхăтра вĕçленессе шанар
Августăн 17-мĕшĕнче районта пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Калаçу Чăваш Республикин 2011 çулхи пĕрремĕш çур çулти экономикăпа социаллă аталанăвĕн итогĕсем, вĕренÿ учрежденийĕсене 2011 – 2012 çулсенчи çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлесе çитерес ĕç-хĕл, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлесе çитересси мĕнле пыни пирки пулчĕ.
Информаци кунне хутшăнакансем ушкăнсем çине пайланса ял тăрăхĕсенчи çынсемпе тĕл пулса калаçма, унти лару-тăрупа паллашма саланчĕç. Эпĕ хутшăнакан ушкăн Муркаш тата Турай ял тăрăхĕсенче пулчĕ.
Чи малтанах ĕç ушкăнĕ Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕнче пулнă май унăн ертÿçипе С.Н. Тимофеевпа калаçрĕ. Хуçалăх пурăнмалли çурт-йĕре ăшăпа тивĕçтерет, йăла каяшĕсене Ивановкăри полигона турттарать, ытти ĕçе пурнăçлать. Çак ĕçсене йĕркелеме пурлăхпа техника бази чухăн мар. Предприяти тытăмĕнче вунă котельнăй, уйрăм çынсем харпăр хăй хваттерĕсене уйрăм хурансемпе ăшăтасси çине куçнăран ăшăпа ытларах бюджет организацийĕсене тивĕçтерет. Котельнăйсенче тăрăшма операторсем çителĕклĕ. Вĕсен пĕр уйăхри вăтам ĕç укçи сакăр-тăхăр пин тенкĕпе танлашать. Эпир пынă самантра пĕр котельнăйĕнче юсав ĕçĕ пыратчĕ. Тĕрĕссипе вара хăш-пĕр парăмçă укçа-тенкĕне вăхăтра тÿлеменни предприяти ĕç-хĕлне туллин пурнăçлама ура хурать. Предприятинче тĕрлĕ авари пулассинчен маларахах страхланнă.
– Пĕтĕмĕшле илсен эпир хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленсе çитнĕпе пĕрех, хăш-пĕр çĕрти кăлтăксене кăна пĕтермелли юлчĕ, – терĕ çÿлерех асăннă предприяти ертÿçи.
Вĕсем пурнăçлакан тепĕр пысăк ĕç вăл йăла каяшĕсене турттарса тухасси пулса тăрать. Кунта вара чуна ыраттараканни сахал мар, мĕншĕн тесен çак ыйтăва халăх тĕрлĕрен ăнланать е çак ĕçе йĕркелессине эпир кулленхи йăлана кĕртеймен-ха.
– Йăла каяшĕсене ялсенчен турттарассине пирĕн йĕркелесе çитермеллех. Май пуррисемпе хуçалăхра усă курмалла, йывăç тураттисенех урама тухса пăрахмалла мар, тĕслĕхрен, кĕленче савăтсене лавккасене кайса памалла. Тĕрлĕ тимĕр-тăмăра та пухмалла, ăна ялсем тăрăх пуçтаракансене парса яма пулать тата ытти те. Хамăр тавралăхшăн хамăрăнах тăрăшмалла, мĕншĕн тесен çут çанталăк – пĕрлехи пуянлăх, илемлĕх. Ыранхи пурнăçшăн ăна паянах упрамалла, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн ертÿçи В.Г. Никитин чун ыратăвне пытараймасăр, çынсене ку тĕлĕшпе ăнлануллăрах пулма хистенĕ май.
Ĕç ушкăнĕ Турай ял тăрăхне çитрĕ. Ку тăрăхри лару-тăрупа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.А. Павлов паллаштарчĕ. Турайри вăтам шкула çитнĕ май куç умне çĕнĕ сăн-сăпат çапнă пÿлĕмсем курăнчĕç. Эпир пынă самантра кунта юсав ĕçĕн хĕрÿ тапхăрĕ пыратчĕ. «Ял тăрăхĕнчи комплекслă компактлă застройка тата тирпей-илем» конкурсра çĕнтернĕ май юсав ĕçне пурнăçлама 2 миллион та 600 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Кунта чÿрече блокĕсене Мăн Сĕнтĕрте хатĕрленĕ пластик блоксемпе ылмаштарнă, шкул çурчĕ тавра отмостсем çĕнетнĕ, линолеум сарнă тата ытти ĕçе пурнăçланă, шкул çуртне çĕнĕ сăн çапнă. Ĕçе пурнăçлама ку тăрăхран тата аякран вуншар çын явăçтарнă.
– Эпир çак ĕçе август уйăхĕ вĕçне вĕçлеме шантаратпăр, ачасем çутă та хăтлă пÿлĕмсенче вĕренме пултарччăр тесе тăрăшатпăр. Хамăр шанăçа пахалăхпа тата вăхăтпа тÿрре кăларатпăр, – терĕ ку ĕçе ертсе пыракан А.С. Баринов ертÿçĕ.
Республикăран информаци кунне ирттерме «Чувашская топливная компания» уçă акционерлă пĕрлешĕвĕн ертÿçи А.И. Федотов килсе çитнĕ май районти чылай ĕç-хĕлпе кăсăкланчĕ, район тулашĕнчи лару-тăрупа паллаштарчĕ.
Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăхра вырма ĕçĕн хĕрÿ тапхăрĕ пыратчĕ. Хуçалăх ертÿçи В.С. Андреев пуçтарса илнĕ тыр-пул тухăçĕ лайăххине палăртрĕ, ĕçе хăвăртлатма шантарчĕ.
Р. Илларионова.