20 августа 2011 г.
Пархатарлă кун-çул
Пурăнса ирттернĕ çулсене аса илсен Нина Петровнăн чунĕ пĕр савăнать те пĕр хурланать, кăмăлĕ хуçăлать. Пахчари тенкел çине тухса ларать те шухăша каять вара. Турă панă кунсене, телейлĕ-и вĕсем е синкерлĕ, савăнăçлă-и е салхуллă, вĕçне çитиех пурăнса ирттермелле-çке.
Турай ял тăрăхне кĕрекен Мăн Токшикра пурăнакан Нина Петровна Евстафьева 1931 çулта çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Анаткас Апаш ялĕнче çуралнă. Ачалăхне аса илсен куççулĕ хăех шăпăртатса юхса анчĕ пĕркеленчĕк пичĕ çине. 1937 çулта чи çывăх çыннисем – юратнă ашшĕпе амăшĕ, шăллĕ – ĕмĕрлĕхех çут тĕнчерен уйрăлса каяççĕ. Ашшĕ-амăшĕн ăшшипе çителĕклĕн киленсе, савăнса пурăнма тÿр килмерĕ Нинăна. Ун чухне Нина улттăра кăна пулнă. Çапларах тăлăха тăрса юлать вăл. Çавăнпа «ах» тесе ассăн сывламан, кулянман кун та пулман ачан. Анчах çапах та пурăнмаллах. Кăштах та пулин чуна лăплантараканни уншăн ватă асламăшĕ пулнă. Кăнтăрлахи вăхăтра ял халăхĕпе, тантăшĕсемпе тĕл пулса калаçни тата.
Пĕчĕккĕллех хĕр ача çумне «куршанак çыпçăнать», ниепле те уйрăлмасть. Кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕ, алăсем, пилĕк-çурăм ыратнă, анчах Нина нăйкăшман, алă усса ларман.
Колхозри уй-хир бригадин бригадирĕ Нинăн хреснашшĕ пулнă. «Ĕçлес пулать, Нина, ĕçлесен аптăрамăн»,– тесе вăл ачана хавхалантарсах тăнă.
Уй-хир ĕçĕсене хутшăнакансене колхоз çăкăр та панă, апат, пăтă пĕçерсе çитернĕ. Колхоз та тăлăха пăрахман. Кашни уйăхрах çăнăх парса пулăшнă. Ĕнепе сурăх тыткаланă-ха вĕсем вăй çитнĕ таран.
1945 çулта, Нина 14 çула çитсен, асламăшĕ çĕре кĕнĕ. Çиччĕмĕш класран вĕренсе тухайман вара вăл, сысна ферминче те ĕçленĕ-çке пĕр вăхăтрах. Хĕр ачана ĕне тытса усрама та йывăр пулнă. Колхоза панă ăна вăл. Çуллахи вăхăтра килĕнче, хĕлле вара урам урлă пурăнакан Хĕлип арăмĕ патĕнче пурăннă. Капла кăмака хутма та вутă сахалрах каять вĕт-ха.
Хĕлип арăмĕн 10 ача пулнă, анчах пурте чирлесе вилсе пĕтнĕ. Ачисенчен юлнă çи-пуçне вара вăл Нинăна панă. Халĕ те ăшшăн аса илет Нина Петровна Хĕлип арăмне.
Вăрçă хыççăнхи çулсенче савăнăçĕпе пĕрлех хуйхи-суйхи те сахал мар пулнă. Çапах пурнăç урапи пĕр тикĕссĕн малаллах шунă. «1948 çулта ялтан виçĕ хĕр Пермь хулине тухса кайрăмăр. Икĕ çул вакун пушатнă çĕрте ĕçлерĕмĕр. Укçине лайăх тÿлетчĕç пире. Хама валли сахал мар çи-пуç турăм унта ĕçлесе»,– аса илет халĕ Нина Петровна.
Çак вăхăта çитсе те манмасть Нина Петровна 1950 çулхи раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче Мăн Токшик каччипе Михаил Евстафьевпа пĕрлешнине. Анаткас Апаш хĕрĕ пурнăçри телейне унпа пайланă. Пĕрлешсенех колхоз Нинăна ялти ытти çынсемпе пĕрле Çĕмĕрле вăрманне ĕçлеме янă. Тăватă çул ĕçленĕ унта, вутă хатĕрленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухичченех Нина Петровна уй-хир бригадинче, мăшăрĕ чылай вăхăт хушши колхозри сысна ферминче ĕçленĕ, конюхра та вăй хунă.
Нина Петровнăпа Николай Евстафьевич пилĕк ывăлпа икĕ хĕр çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. «Пирĕн вăхăтра çичĕ ача çуратса пăхса ÿстерме çăмăл пулман. Йывăр çын чухне те, çăмăллансан та нимĕнле отпуск та, пособи те илсе курман. Ача çуратсан тепĕр эрнеренех бригадир ĕçе хăваланă. Ачасене канфет, пĕремĕк илсе çитерме укçа-тенкĕ çитмен, капăр тумлантарма май пулман. Упăшкан икĕ йăмăкĕ Волгоград облаçĕнче ĕçлесе пурăнатчĕ. Тырăпа, çăнăхпа пулăшкалатчĕç. Ку та тем пекех пулăшу пулнă йышлă çемьене»,– хушса хурать ватă çын. Мĕнле йывăр пулнă вĕт-ха çичĕ ачана ура çине тăратма. Ывăлĕсем пиллĕкĕшĕ те çар хĕсметĕнче тăнă, салтака юрăхлă пулнă. Ачисем халĕ пурте çемьеллĕ.
Çав тикĕс мар пурнăç çулĕ çинче мĕн-мĕн курма тивнине каласа та пĕтерес çук пулĕ. Мĕнле кун-çул килессе пĕлме çук тенĕ. 75 çула çитсе упăшки çĕре кĕчĕ. Аслă хĕрĕ те чирлесе ĕмĕрлĕхех çут тĕнчерен уйрăлчĕ.
«Атте юратăвĕ сăрт-туран çÿллĕ, анне юратăвĕ тинĕсрен тарăн»,– теççĕ халăхра. Канмалли кунсенче, уявсенче ачисем, мăнукĕсем час-часах аслăмăшĕ-кукамăшĕ патĕнче пулаççĕ. Вĕсене курсан ватă çын çав тери савăнать.
Халĕ вăл килте кĕçĕн ывăлĕпе, унăн çемйипе пурăнать. Иванпа Таня кинĕ районти тĕп больницăра вăй хураççĕ. Кирек мĕн тесен те Нина Петровна пурăнса ирттерекен кун-çул пархатарлă. Пилĕк ывăлпа хĕр, вун икĕ мăнук, мăнукĕсен ултă ачи – акă унăн пурнăçне тăсаканĕсем.
«Ĕçре, вĕренÿре, пурнăçра пысăк çитĕнÿсем тума пурсăра та сывлăх, телей, ăс-тăн, мирлĕ тÿпе сунатăп. Кам мĕн ĕмĕтленет – çавă пурнăçлантăр. Инкек-синкек сирĕнтен пăрăнса ирттĕр. Кил-йышра яланах килĕшÿпе тату пурнăç хуçаланччăр. Пурне те манăн пилĕм çиттĕр»,– тет Нина Петровна ачисене пилленĕ май. Мĕн пур-ши атте-аннен пиллĕхĕнчен хакли;
Сахал мар Тав çырăвĕсемпе Мухтав хучĕсем, грамотăсем илме тивĕç пулнă Нина Петровна. Ача амăш-героиня ятне те тивĕçнĕ вăл. Çак кунсенче 80 çул тултарчĕ.
«Хаклă çыннăмăра юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. Тавах сана ырă кăмăлушăн, эпир пĕчĕк чухне е чирленĕ чух куç хупмасăр ирттернĕ каçсемшĕн, лăпканăшăн, юратнăшăн, çын тунăшăн. Эпир сана юрататпăр, эс пурришĕн савăнатпăр, сан умăнта пуç таятпăр. Сана вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх, çĕр çинчи мĕн пур ырлăха сунатпăр. Сĕтелÿ çăкăр-тăвартан ан татăлтăр, кĕрекÿ тăвансенчен пуян пултăр, ачусен, мăнукусен ырлăхне курса савăнмалла пултăр»,– теççĕ ачисем.
Ю. ЕВСТАФЬЕВА.
Мăн Токшик ялĕ.