20 августа 2011 г.
Тĕрлĕ ыйтусем çинче чарăнчĕ
Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ен Президенчĕн должноçне йышăннăранпа çулталăк çитнĕ ятпа пресс-конференци ирттерчĕ. Тĕл пулу Чăваш Республикин наци библиотекинче иртрĕ. Пресс-коференцие районсемпе хуласенчи пичет тата электронлă массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем хутшăнчĕç.
Пресс-конференцие уçнă май Президент республика экономика кризисĕнчен пĕчĕккĕн тухса пынине палăртрĕ. Кăтартусем ÿсеççĕ. Республика Правительстви хăй çине илнĕ ыйтусене пĕтĕмпех татса пама тăрăшать.
Вĕрентÿпе сывлăх сыхлавĕн ĕçĕсене тĕпрен çĕнетсе улăштарас задача та пурнăçланать. Чăваш Енĕн патшалăх умĕнчи парăмĕсем чакаççĕ. Çак вăхăта республикăра тĕллевлĕ 64 программа вăйра. «Çитес вăхăтра тăлăх ачасен çурт-йĕр ыйтăвне пĕтĕмпех татса парăпăр. Ăна валли укçа-тенкĕ çук мар. Ача сачĕсенче вырăн çитменнин ыйтăвне те тепĕр виçĕ çул хушшинче татса пама пултаратпăр»,– палăртрĕ Президент.
Массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе тĕл пулнă май тĕрлĕ темăпа сахал мар ыйту хускатрĕ. Вăл шутра республикăн экономикăпа социаллă аталанăвне те тишкерчĕ. Михаил Игнатьев çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе нумай ĕç тума пултарнине палăртрĕ. Бюджет сферинче вăй хуракансен шалăвĕн шайне ÿстерни те ку тĕлĕшпе хăйне май пулăшу пулса тăрать. Предприниматель ĕçне-хĕлне аталантарма та майсем туса пама тăрăшаççĕ.
Чăваш телерадиокомпанийĕн ĕçне пуçăнассин ыйтăвĕ те тĕл пулура хурав тупрĕ. Президент ку ыйтăва авăн уйăхĕн вĕçĕнче е чÿк уйăхĕн пуçламăшĕнче татса пама май пурри пирки хыпарларĕ.
Икĕ сехете яхăн тăсăлнă пресс-конференцире Михаил Игнатьев Президент журналистсен вăтăра яхăн ыйтăвне хуравларĕ. Юлашкинчен уçă калаçушăн тав тунă май çапла каларĕ: «Пирĕн сирĕнпе пĕр тĕллев – çынсен пурнăç шайне хăпартса пырасси, вĕсен условийĕсене лайăхлатасси».
В. ЛЕОНИДОВ.