Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх ялавĕн историйĕ пуян

20 августа 2011 г.

Патшалăх ялавĕн историйĕ пуян

Раççейре çуллен августăн 22-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх ялавĕн кунне паллă тăваççĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 1994 çулхи августăн 20-мĕшĕнчи 1714 " «Раççей Федерацийĕн Патшалăх ялавĕн кунĕ çинчен» Указĕпе çирĕплетнĕ.

1991 çулхи августăн 22-мĕшĕнче Мускавра Шурă çурт умĕнче официаллă йĕркепе пĕрремĕш хут Раççейăн виçĕ тĕсрен тăракан ялавне çĕкленĕ. Унччен патшалăх символĕ шутĕнче çурлапа мăлатук ÿкернĕ хĕрлĕ тĕслĕ ялав пулнă. Çав кун РСФСР Аслă Канашĕн чрезвычайлă сессийĕнче йышăну тунă, хĕрлĕ, кăвак, шурă тĕссенчен тăракан ялава Раççейăн символĕ тесе палăртнă.

Чи малтан шурă, кăвак, хĕрлĕ тĕссемлĕ ялава вырăссем «Орел» çар карапĕ çинче Алексей Михайлович патшара пулнă чухне (1645–1676 çулсенче патшалăха ертсе пынă) çĕкленĕ. «Орела» çĕнĕ ялавпа нумаях ишме пÿрмен: Атăл тăрăх Астрахане çити ансан ăна Степан Разин майлă çынсем вут тивертсе çунтарса янă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика