Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Физкультурник кунне халалласа

20 августа 2011 г.

Физкультурник кунне халалласа

Пирĕн çĕр-шывра Физкультурник кунне паллă турĕç. Мăн Сĕнтĕр ялĕнче çав кун пысăк спорт уявĕ иртрĕ. Кану кунĕ – çапла ят пачĕç Мăн Сĕнтĕрсем ăна. Физкультурник кунне халалланă ку мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов та хутшăнчĕ.

Спорт уявĕ 14 сехетре пуçланчĕ. Мероприятисен анлăшĕнче каçхи 8 сехет çитнине те никам та уямарĕ. Шăпах çак вăхăтра уявăн иккĕмĕш тапхăрĕ пуçланчĕ: ăмăртусем спортăн 7 енĕпе иртрĕç. Хăшĕсем 60, 100 метр чупассипе, теприсем 100 метрлă эстафетăра ăнăçуллăрах пулчĕç.

Ялта пурăнакансем армреслинг ăмăртăвне те кăмăллаççĕ. Арçынсемпе танах хĕрарăмсем те вăй виçрĕç. Кире пуканĕ çĕклессипе вара арçынсем хăйсен вăйне кăтартрĕç. Мăн Сĕнтĕрсем дротиксем ывăтассипе, канат туртассипе хăйсем вăйлăрах пулнине кăтартса пачĕç.

Чăваш эстрадин, Мăн Сĕнтĕрти Культура çурчĕн «Картина» вокалпа инструментсен халăх ансамблĕн тата шкул ачисен артисчĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Кану кунĕнче спортăн кашни енĕпе мала тухнисем дипломсемпе парнесене тивĕçрĕç. Хĕллехи тата çуллахи спартакиадăсен итогĕсене те пĕтĕмлетрĕç. Призлă вырăн йышăннă Мăн Сĕнтĕр, Апчар, Мăн Хураçка ялĕсен командисем дипломсемлĕ тата парнесемлĕ пулчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов Мăн Сĕнтĕрсене уявпа саламланă май кун пек активлă кану мелĕпе ытти ял тăрăхĕсенче те усă курма кирлине палăртрĕ.

Хамăр инф.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика