17 августа 2011 г.
Муркашсем уявра савăнчĕç
Эрне кун Муркаш сали çĕр-çĕр çынна хапăл турĕ, традицие кĕнĕ пыл уявĕ иккĕмĕш çул иртрĕ.
Анлă мероприяти районти историпе краеведени музейĕнчен пуçланчĕ. Кунта «Пыл хурчĕн тĕнчинче» экспозици хатĕрленĕ, хурт-хăмăр отраслĕн аталанăвне туллин çутатнă. Çавăн пекех кунта Платкассинчи Родионовсен чылай çула тăсăлакан çемье династийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе туллин паллашма пулать. Халĕ аслашшĕпе ашшĕн сăваплă ĕçне Ирина Семеновна тăсать, кунта пухăннă хăнасене вăл ку ĕç пирки тĕплĕн каласа пачĕ. Палăртса хăвармалла, ĕçчен çемье 100 ытла хурт çемйи пăхать, пысăк тупăш илессишĕн ырми-канми тăрăшать.
– Сирĕн музей хурт-хăмăр ĕçĕ мĕн авалтан усăллă та тупăшлă пулнине питĕ тĕплĕ çутатать. Çавна май аслă ăрурисен кăна мар, çамрăккисен те пысăк пĕлтерĕшлĕ отрасле алла илмелле, малалла тăсмалла. Эпĕ вара музея килекен кашни çын хурт-хăмăр ĕçĕпе тĕплĕнрех паллашма пултартăр тата унăн вĕлле хуртне ĕрчетес туйăм çуралтăр тесе çитес вăхăтрах утарта кирлĕ ытти япала парнелеме шантаратăп, – терĕ «Хурт-хăмăр ĕрчетессин агентстви» генеральнăй директорĕ Г.А. Максимов ку отрасле районта пысăка хурса хакланине палăртса тата кунта утар ĕçне çутатакан кĕтес яланах пуласса шанса.
Хурт-хăмăр ăсти – маттур çын. Пахалăхлă продукцишĕн ырми-канми ĕçлет. Чăваш Республикинчи утарçăсем çулсерен 700 – 900 тонна пыл туса илеççĕ, тупăш калăпăшĕ 1 миллиард тенкĕрен те иртет.
Хурт-хăмăр çынна чылай тĕрлĕ продукт парать. Вĕсем кашниех çын сывлăхĕшĕн питĕ усăллă, унăн сиплĕх хăвачĕ чылай чире парăнтарма пулăшать. Ку тĕлĕшри продуктра Д.И. Менделеев таблицинчи пур элемент та пур. Анчах та эпир хальлĕхе унăн уссине пурте пĕлейместпĕр-ха.
– Пыл тата ытти продукт çын кун-çулне палăрмаллах тăсать, сывлăхне çирĕплетет, ăс-тăн шайне ÿстерет. Çавăнпа та ачан шкул тенкелĕ çинченех çакна ăнланса ÿсмелле. Экологи енчен питĕ таса продуктпа усă курма пĕлмелле. Пыл уявне ирттерни пĕр кунлăх уяв кăна ан пултăр, ăна хамăр районта ирттерни вара халăха сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма чĕнсе калани пултăр. Çакна халăх хушшинче ытларах сарма тăрăшмалла, ăнлантармалла, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов уйрăмах ачасемшĕн сывă пурнăç йĕрки питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса.
Тепĕр хурт-хăмăр ăсти В.П. Пикузова Муркашра пурăнать, нумай çул тивĕçлĕ канура пулин те утар ĕçĕпе 35 çул тăрăшать, çавăнпа та ăна чун киленĕвĕ вырăнне хурать, хăй мăшăрĕн ĕçне малаллах тăсать. Ыттисене те вĕлле хурчĕ пирки хаваспах каласа парать. Кăсăкланакансемшĕн вара унăн яланах тĕрлĕ сĕнÿ пур. Музейри хăнасемшĕн унăн калаçăвĕ-сĕнĕвĕ те кăсăклă пулчĕ.
Уяв саманчĕ ерипен Муркаш салин урамне куçрĕ. Паянхи куна Чăваш Республикинче хурт-хăмăрпа сиплекен санатори пĕрре кăна, вăл Çĕнĕ Шупашкарти «Салампи» санатори-профилактори. Çак енĕпе кунта 1993 çултанпа ĕçлеме пуçланă. Унта тĕп врач пулса ĕçлекен О.Н. Морозова апитерапин ырă енĕсене палăртрĕ. Районти ăста утарçă валли Ю.А. Иванова пĕр путевка пачĕ.
Пылак çимĕçе ача-пăча ытларах кăмăллать. Çавна май вĕсен шухăш-кăмăлне шута илсе «Утарçăсем – тăлăх ачасемшĕн» акци йĕркеленĕ. Ку енĕпе утарçăсен династийĕсем пуçаруллă пулчĕç. И.С. Михайлова (Хорнуй ял тăрăхĕ), А.К. Лобастова (Москакасси ял тăрăхĕ), В.С. Кондратьев (Катькас ял тăрăхĕ), В.И. Яковлев (Йуçкасси ял тăрăхĕ) район администрацийĕн пуçлăхĕнчен Ю.А. Ивановран асăнмалăх парнесем илнĕ майăн хăйсем те парăмра юлмарĕç, хăйсен ял тăрăхĕсенчи нумай ачаллă пĕршер çемьене виçĕ литр кĕрекен пĕршер савăт пыл пачĕç. Апла пулсан ырă пуçарăвăн чикки ан пултăрччĕ, малалла та тăсăлтăрччĕ.
«Вĕлле хурчĕ – ылтăн хурт» ятпа йĕркеленĕ фотокурав пурне те хăй патне илĕртрĕ. Уйкас Янасал ял тăрăхĕнчи библиотека заведующийĕ Т.З. Степанова хатĕрленĕ ĕç илĕртÿллĕрех пулчĕ, пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене В.П. Васильев (Оринин ял тăрăхĕ) тата Г.В. Клементьев (Чуманкасси ял тăрăхĕ) пайларĕç.
Пыл уявĕ анлă программăпа иртрĕ. «Пыл пулăшнипе сывлăх патне тата нумай çул пурăнма» ятпа йĕркеленĕ çавра сĕтел хурт-хăмăр отраслĕнчи пĕр шухăшлă ĕçтешсене пухрĕ, малашне пурнăçламалли ĕç-хĕле палăртрĕ.
– Утар ĕçĕ хуçалăх экономикишĕн пысăк тĕкĕ пулса тăрать. Пирĕн хуçалăх çулсеренех хурт-хăмăр ĕçĕнчен вăтамран 138 пин тенкĕ тупăш илет. Хуçалăхра вăй хуракан ĕçченсемшĕн те хамăр патри продукцие туянма пахалăхĕпе те, хакĕпе те меллĕрех. Çавăнпа та пĕр алла илнĕ ĕçе малашне те сыхласа хăварас шухăшлă эпир, – терĕ район пуçлăхĕ, Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăх ертÿçи И.В. Николаев.
Уяв вĕçне вара çĕнтерÿçĕсене пĕлес килнишĕн кĕтеççĕ. «Экологи тĕлĕшĕнчен таса суту-илÿ палатки» конкурсра Çатракасси ял тăрăхĕ малти вырăна тухрĕ, 1 степеньлĕ диплома тивĕçрĕ. Унта ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.А. Кожевников юхтарнă пыла, ытти çимĕçе хаваспах астиврĕç кăмăл тăвакансем. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Катькас тата Хорнуй ял тăрăхĕсем пайларĕç.
Кирек епле уяв та тутлă ĕçме-çимепе тулăх. Муркаш тата Мăн Сĕнтĕр райповĕсем маттур пулчĕç, тĕрлĕ çимĕç сĕнчĕç. «Сундырь-Хлеб» ĕçченĕсем вара çак кун пĕрремĕш парти «Медовый» сортлă напитокпа сăйларĕç.
«Çулталăкри ăста утарçă» ята В.Л. Хлебников тивĕçрĕ. Вăл çак ĕçре 14 çул тăрăшать, ĕç кăтартăвне ÿстерме ытти ĕçтешсем те пулăшаççĕ. Ăратлă хурт-хăмăр ĕрчетекен фермер «Салампи» санаторие каймалли путевкăна вара шăпах вăл тивĕçрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене В.И. Яковлев (Йуçкасси ял тăрăхĕ) тата В.С. Кондратьев (Катькас ял тăрăхĕ) пайларĕç.
Уяв кунне тĕрлĕ юрă-кĕвĕ илемлетрĕ, пурне те савăк кăмăл парнелерĕ.
Р. Илларионова.