Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур çул пĕтĕмлетĕвĕ

17 августа 2011 г.

Çур çул пĕтĕмлетĕвĕ

Районти суд ĕçченĕсем çулталăкра суд тенкелĕ урлă вун-вун çын шăпине татса параççĕ. Анчах шел пулин те тĕрлĕ сăлтава пула çак учреждение килме тивнисен йышĕ самайланчĕ. Эпĕ ку тĕлĕшри лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашма Муркаш район сучĕн председатель çумне И.Н. Захарова калаçăва чĕнтĕм, хăш-пĕр ыйтăва уçăмлатма ыйтрăм.

– Илья Николаевич, район сучĕ пĕрремĕш çур çула мĕнле кăтартусемпе вĕçлерĕ-ха?

– Кÿренмелле пулин те преступленисен йышĕ ÿссех пырать. Çулталăк пуçланнăранпа эпир уголовлă 60 ĕç пăхса тухрăмăр, вĕсемпе 72 çынна айăпларăмăр. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта вара уголовлă 44 ĕç пăхса тухнă, пурне те явап тыттарнă.

– Ку кăтартăва çул çитмен çамрăксем тунă преступленисем те кĕреççĕ-и?

– Шăпах пире çул çитмен çамрăксем ытларах пăшăрхантараççĕ те. Çулталăк пуçланнăранпа уголовлă 9 ĕç пăхса тухма тиврĕ. Иртнĕ çул вара 2 пулнă.

– Çак ÿсĕме эсир мĕнпе ăнлантаратăр-ха?

– Чи малтан ача-пăчана ашшĕ-амăш çирĕплĕхĕ, тимлĕхĕ кирлĕ. Хăйне ытла та ирĕклĕ туякан çул çитмен çамрăк аслисемпе, эрех ĕçекенсемпе, преступлени çулĕ çине тăнисемпе çăмăллăнах явăçса каять. Вĕсем эрех-сăрапа туслашни пурне те хумхантаракан ыйту пулса тăрать. Çавăнпа та лавккара çул çитмен çамрăка алкоголь продукцийĕ, пирус сутма пачах та юрамасть. Енчен те çавăн йышши тĕслĕхсене асăрхасан йĕрке хуралçисем патне шăнкăравлама ыйтас килет. Пуçа минретекен наркăмăш çăмăлттайлатса ярать, преступлени çулĕ çине тăма хистет.

– Преступленисене пусăмсем çине пайласан хăш категори мала тухать-ха?

– Пĕрремĕш вырăнта ют çын пурлăхне вăрланă тĕслĕхсем, ун хыççăн вара транспорт хатĕрĕсемпе çыхăннă преступленисем, юлашки пусăма тепĕр çын сывлăхне пĕлсе тăрсах хавшатнă преступленисем кĕреççĕ.

– Çапах та мĕнле çынсем преступлени çулĕ çине çăмăлрах тăраççĕ?

– Ĕç вырăнĕ пур çын ĕç çинчен шутлать, вăхăтăн ытларах пайне унта ирттерет. Ниçта та ĕçлеменнин пушă вăхăт нумай, çавăнпа та преступлени çулĕ çине çăмăллăнах тăрать. Эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ çын малалла мĕн пулассине шутламасть, йĕркене пăсать. Çавăн пекех маларах судпа айăпланнă çынсем преступлени чылай тăваççĕ.

– Айăпланнисен ытларах пайĕ йĕплĕ пралук леш енне лекет е ирĕкрех юлать?

– Отчетлă тапхăрта 33 преступника ирĕкрен хăтарма тиврĕ, 22 çынна условно майпа айăпланă. Йĕркене пăснă 10 çынна штраф укçи тÿлеттермелле тунă, 7-шĕ валли ятарлă ĕç палăртнă.

– Ытти ĕçсене пăхса тухасси еплерех пулса пырать?

– Çавăн пекех эпир гражданла ĕçсене пăхса тухатпăр, иртнĕ çулхи çак тапхăрта 244 ĕç пулнă, кăçал вара 389 ĕçе çитрĕ. Кашни ĕçе Раççей Федерацийĕн гражданла процессуаллă кодексĕпе килĕшÿллĕн палăртнă вăхăтра пăхса тухнă.

Административлă ĕçсен йышĕ те ÿсрĕ, 10 ĕçрен 14 ĕçе çитрĕ. Çавăн пекех ку тĕлĕшри ытти ĕçсене те пăхса тухнă. Эпир хамăр ĕçе Интернет мелĕпе те туллин йĕркеленĕ. Унта кашни çын хăйне кăсăклантаракан тĕрлĕ информацие тупма пултарать.

Р. Илларионова калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика