17 августа 2011 г.
Хушма хуçалăха аталантарма – çăмăллатнă кредит
Хушма хуçалăха аталантаракансем çăмăллатнă кредитпа анлăн усă кураççĕ. Çавна май районта январь – июль уйăхĕсенче 60 миллион та 526 пин тенкĕлĕх 372 кредит илнĕ. «Россельхозбанк» уйрăмĕ урлă 29231 пин тенкĕлĕх 179 кредит, «Раççей Сбербанкĕн» уйрăмĕ урлă 31295 пин тенкĕлĕх 193 кредит илнĕ.
Ку енĕпе уйрăмах Катькас (42 кредит), Мăн Сĕнтĕр (35 кредит), Çатракасси (33 кредит) ял тăрăхĕсем активлă ĕçлеççĕ.
Хушма хуçалăха аталантарма пулăшакан патшалăхăн ятарлă программи вăя кĕнĕренпе Ярапайкасси (ку тăрăхри хушма хуçалăх йышĕн 44,5 проценчĕ), Оринин (33,3 процент), Катькас (32,1 процент) ял тăрăхĕсем кредит илнĕ. Ку кредитпа Ярославка ял тăрăхĕнче пурăнакансем сахалтарах усă кураççĕ.
Патшалăхăн «АПК аталанăвĕ» программи ĕçлеме пуçланăранпа районти çĕр ĕçченĕсем 537,6 миллион тенкĕлĕх 3423 кредит илнĕ. Çакă вăл хушма хуçалăх тытакансен пĕтĕм йышĕн 25,6 проценчĕ пулать.
Р. Илларионова.