Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Стройкăра ĕçлесех – тивĕçлĕ канăва

17 августа 2011 г.

Стройкăра ĕçлесех – тивĕçлĕ канăва

Вĕсен хуçалăхне кĕрсе сывлăх суннă хыççăн: «Сирĕнпе калаçма килтĕм-ха, эсир чăн-чăн строительсем вĕт. Акă сирĕн праçникчен те нумай юлмарĕ»,– терĕм Галина Георгиевнăпа Владимир Ильич Яшкинсене.

– Эй, халĕ кашни çынах строитель, мĕн каламалли пур унта, – тет кил хуçи хĕрарăмĕ куларах.

Вĕсем иккĕшĕ те Нискассинче пĕр урамрах ÿссе çитĕннĕ. Вăтам шкул пĕтерсен Шупашкарта ĕçлеме тытăннă. Ку вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсем вĕçленнĕ тапхăрта пулнă.

Владимир Ильич ĕç хыççăн техникумра каçхи уйрăмра вĕренсе техник-строитель профессине алла илнĕ те 1970 çулта 5-мĕш стройтрестра ĕçлеме тытăннă.

Вăл вăхăтра Шупашкарта çĕр-шывĕпе паллă промышленность тракторĕсем туса кăларакан завода тума пуçăннă. Çавăнта ĕçлеме тÿр килет те ĕнтĕ çамрăк строителĕн. Треста ертсе пыракансем тăрăшуллă специалиста асăрхаççĕ, кĕçех строительсен бригадине ертсе пыма шанаççĕ. 18 çул ку ĕçре пĕр улшăнмасăр вăй хуни пирки каласа парать Владимир Яшкин. Заводра строительство ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн унăн пир-авăр комбинатĕнчи суту-илÿ центрне, кайран Сĕнтĕрвăрри хулинче ача сачĕ, вăтам шкул, магазин, «Чувашкабелĕн» ку хулари цехĕсене тунă çĕрте те ĕçлеме тÿр килет.

Профсоюз членĕ пулнă, хастар ĕçчен чылай çул хушши ĕç хăрушсăрлăхĕн тата тĕрĕслев инспекторĕн тивĕçĕсене те пурнăçланă. Делегата суйланă май ун чухне çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче тата чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче тĕп лапамра ирттерекен демонстрацисем вăхăтĕнче республика ертÿçисемпе пĕрле трибуна çинче 4 хут пулма тÿр килнĕ ăна. Ĕçне кура хисепĕ теççĕ. Вăл «Ĕç ударникĕ», «9-мĕш пилĕк çуллăх ударникĕ» паллăсене тивĕçнĕ, ăна партипе профсоюз комитечĕн, министерствăн Хисеп грамотисене парса та чысланă.

Унăн мăшăрĕ пĕр-икĕ çул Шупашкар почтамтĕнче вăй хунă. Хыççăн вара «Чувашмостоотряд» пĕрлешĕвне арматура цехне вырнаçнă та мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех – 32 çул – унта тăрăшнă. Тухăçлă ĕçшĕн республика шайĕнчи тĕрлĕ дипломсене, Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. «Мостоотрядăн» ветеранĕн хисеплĕ ятне те панă ăна.

Галинăпа Владимир Яшкинсем çак ĕмĕр пуçламăшĕнчех хăйсем çуралса ÿснĕ урамра кил-çурт туянчĕç те пилĕк пÿлĕмлĕ çĕнĕ çурт, икĕ хутлă сарай, виçĕ пÿлĕмлĕ мунча çĕклесе лартрĕç. Ĕнепе пăру, хурсемпе чăхсем усраççĕ. Хурт-хăмăр та тытаççĕ вĕсем. Обществăлла ĕçсене те хутшăнмасăр тăмаççĕ. Халăхпа пĕрле вĕсем те çине тăнипе ял тăрăхĕн администрацийĕ урам вĕçĕнчи пĕвене юсассине йĕркелерĕ. Пурте тенĕ пекех унта тăрăшса ĕçлерĕç.

Н. ПЕТРОВ,

ĕç ветеранĕ.

Нискасси ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика