Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ан улталанăр

17 августа 2011 г.

Ан улталанăр

Çынна улталаса хăй кĕсйине хулăнлатас текен тĕрлĕ меслет шыраса тупать, суя укçа хатĕрлесе халăх хушшинче сарма та именмест. Ултавçă ытларах пĕр пин тенкĕлĕх купюрăсем хатĕрлеме тăрăшать, вĕсене алăпа тытса пăхса пĕлме те пулать. Суя купюра хучĕ пахалăхĕпе начар, ахаль укçа пек мар, ун çинчи вĕтĕ эрешсем пахалăхсăр, хуçлатнă вырăнти сăрă тасалать. Микроперфираци шăтăкĕсем (1000 число çинче) яка мар. Çутă çине тытса пăхсан хÿтлĕх палли (водяной знак) тĕксĕм йĕрлĕ кăна курăнать.

Кирек хăш вырăнта суту-илÿ тăвас пулсан та тавар туянаканăн тата сутуçăн асăрхануллă пулмалла. Уйрăмах палламан е шанчăксăр курăнакан çын укçа пачĕ пулсан купюрăна лайăх тытса пăхăр. Укçа паракан çыннăн сăнне тата машинăн номерне, ытти уйрăмлăхсене астуса юлма тăрăшăр. Уйрăмах пысăк купюрăсемпе асăрхануллă пулмалла, мĕншĕн тесен çавăн йышшисене тума тăрăшаççĕ те вĕсем. Ултавçăсем ватăрах çынсене е ачасене улталама хăтланаççĕ, хăш чухне вара çамрăккисем те улталанаççĕ.

Суя укçа хатĕрлекенсенчен тата ăна саракансенчен саккун çирĕп ыйтать. Саккуна сĕмсĕррĕн пăсакансене 5 – 15 çулччен ирĕкрен хăтарма пултараççĕ. Енчен те сирĕн е пĕлĕшсен аллине суя укçа лекрĕ пулсан пĕр тăхтаса тăмасăр шалти ĕçсен пайне 62-6-67 е 89083070674, 89278516533 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерĕр.

Пичете районти шалти ĕçсен пайĕн материалĕ тăрăх хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика