Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Апатлану çине – патшалăх тимлĕхĕ

17 августа 2011 г.

Апатлану çине – патшалăх тимлĕхĕ

Сывлăх – кашни çыннăн пуянлăхĕ. Анчах та эпир кашниех ăна тĕрлĕрен упратпăр. Специалистсем палăртнă тăрăх сывлăхăн çирĕм проценчĕ несĕлтен килет, тепĕр çирĕм проценчĕ – экологирен. Сывлăх мĕнле пулассин вунă-вун пилĕк проценчĕ çеç сывлăх сыхлавĕн ĕç-хĕлĕпе çыхăннă, çуррине яхăн – çыннăн пурнăç йĕркипе. Çапла вара сывă пурнăç йĕрки тытса пыракансен сывлăхĕ те çирĕпрех.

Сывă пурнăç йĕрки сиенлĕ йăласене йышăнманнинче кăна мар, тĕрĕс апатланнинче те. «Тĕрĕс» апатра çын сывлăхне упрама пулăшакан, организма чир-чĕре хирĕç (кунта чĕре тымарĕсен чирĕсем, шыçă чирĕсем тата ыттисем те кĕреççĕ) кĕрешме вăй паракан элементсем чылай. Апла пулсан эпир мĕнле апатланнипе пирĕн пурнăç мĕн чуль тăсăласси те тÿрремĕнех çыхăннă.

Организмра пĕр-пĕр вещество çитменни, калăпăр, сурансене хăвăрт ирттермест. Белок çителĕксĕрри акă ачасен психикипе ăс-тăн аталанăвĕ çине те, организм вăйĕ çине те витĕм кÿрет, аслă ÿсĕмрисен ăс-тăнне кирлĕ шайра тытса тăма чарать.

Республикăра ирттернĕ тĕпчевсем пирĕн тăрăхра пурăнакансен апат рационĕнче шăпах белоклă çимĕçсем сахалрах пулнине тупса палăртнă. Пылак апата вара пахча çимĕçпе улма-çырларан нумайрах илетпĕр. Пирĕн сĕтел çинче углевод тытса тăракан апат-çимĕç организма кирлинчен 1,5–2 хут ытларах мĕн.

Çаксене тата апатланăвăн ытти нумай енĕсене шута илсе ĕнтĕ республикăра «Сывлăхлă апатлану (2011–2020 çулсем)» тĕллевлĕ программа хатĕрленĕ. Унăн проектне июнь уйăхĕнче республика Правительстви çирĕплетнĕ.

Программăпа организациленĕ коллективсенчи апатланăва пахалăхлăрах, ача çуратма хатĕрленекен тата кăкăр çитерекен амăшĕсен апатланăвне, виçĕ çулчченхи ачасен апатланăвне тĕрĕс йĕркелеме палăртнă. Кунсăр пуçне программăра сывлăхлă апатлану енĕпе медицина ĕçченĕсен пĕлĕвне ÿстерме те, сывлăхшăн хăрушă мар, çав вăхăтрах пахалăхлă апат-çимĕç производствине йĕркелесси пирки те каланă. Çынсен уйрăм ушкăнĕсем валли сывлăхлă апатлану çинчен вĕрентекен программăсем туса хатĕрлеме те çирĕплетсе хунă.

М. Шарапова,

аслă медицина сестри.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика