17 августа 2011 г.
Улăхра курăк ешĕлех пултăр.
Е чун хытсан хыт-хура та хытсах пырать
Муркаш тăрăхĕ – çав тери илемлĕ вырăн. Шел пулин те кăçал çак илеме пăсакан тĕслĕхсем кашни ял çумĕнчех. Улăх утине çулман пирки хытса кайнă чипер курăкпа пĕрлех пиçен-мăянĕ те кашласа ларать. Паян-ыран ку ыйтăва татса памасан çитес çул хамăрах килсе çапать. Вирлĕрех те. Çавăнпа та иртнĕ тунти кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсемпе ирттернĕ канашлура та çак тема çинче тĕплĕн чарăнчĕ. «Районта вăхăта сая ямасăр татса памалли тĕп ыйту тесе шутлăр çак ыйтăва», – терĕ Юрий Александрович. Район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсене хăйсене çирĕплетсе панă ял тăрăхĕсен территорийĕсенче ку тĕлĕшри лару-тăрăва куçран вĕçертмелли марри çинчен каларĕ.
Ыйтăвĕ чăннипех те çивĕч. Паян çак тÿнтерле ÿкерчĕке пĕтермерĕмĕр-тĕк, тепĕр çул улăхсем ĕне çимен çум курăкпа тулса ларĕç. Ку пĕр енчен. «Эй, гербицид сапсан пĕтет пуль», – тени те ик вĕçлĕ. Пĕрре ахаль те çитмен укçана тăкаклама тивет. Химилле препаратсем сывлăха çирĕлетни çинчен те ку таранччен илтмен-ха.
Тепĕр енчен, пушар тухас хăрушлăх пысăкланса каять. Инкек килсе çапсан кăна кая юлатпăр вĕт. Пĕлтĕр тĕтĕм-сĕрĕм ăшĕнче пурăннине манса кайрăмăр-и; Тип курăк чĕртсе ярса çурт-йĕрсĕр тăрса юлнă тĕслĕхсем çинчен пĕлместпĕр-и; Пурнăçра çын инкекĕ çинчен вĕренсе пыма калаççĕ те ваттисем, пирĕн вара хăш-пĕр чух хамăр ку енĕпе шар курнă пулсан та, йăнăша тÿрлетме вăхăт çук. Айăпĕ вăхăтра та мар пуль. Кăмăл пуррипе çуккинче. Кăмăл пулсан вăхăтне те, майне те тупма пулать йĕрке тума.
Йĕркине камăн тумалла-ши; Хамăрăн. Раççей Федерацийĕн Çĕр кодексĕн 13-мĕш статйинче çĕр лаптăкĕсен харпăрлăх хуçисем, çĕрпе усă куракансем, çĕр хуçисемпе арендаторсем çĕре тата унăн пулăхлăхне сыхласа хăвармалли, çĕре шыв тата çил эрозийĕнчен, радиоактивлă тата химилле веществосемпе, тĕрлĕрен ăпăр-тапăрпа варалассинчен, ял хуçалăх çĕрĕсене йывăç-тĕмсемпе, çум курăкпа тултарса лартассинчен сыхламалли ĕçсем тумалли çинчен каланă. Çавăнпа та ял хуçалăх предприятийĕсемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен улăх-çарансене йĕркеллĕ тытса тăрас ыйтăва кун йĕркинчен кăларни килĕшÿллĕ мар. Хамăр тивĕç çинчен манмалла мар пирĕн.
Пурнăçри вăл е ку кăлтăк мĕн патне илсе пынине те асрах тытмалла. Иртнĕ çул обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли те апат çителĕклĕ хатĕрлесе хăварма май пулмарĕ шăрăх çанталăка пула. Ял çыннисем те выльăх апачĕ çуккине кура ĕнесене суткаласа пĕтерчĕç. Çак йывăрлăх та выльăх апатне кăçал ытларах хатĕрлеме хистемелле пек.
–Кăçал хамăрăн та çитет», – тейĕç нумайăшĕ.
Вĕсене вара çакăн çинчен асилтерес килет. Специалистсем каланă тăрăх, улăх ути выльăхсемшĕн питĕ усăллă. Хăвăрах шутласа пăхăр, килте хăвăр пĕр тĕрлĕ курăк акатăр, улăхра вара çĕр тĕрлĕ курăк ÿсет. Вĕсен кашнин хăйĕн сиплĕхĕ. Пĕр курăкĕ выльăхсене вар-хырăмĕ пăсăлассинчен сыхлать, тепри – шăнса пăсăлассинчен. Вĕçĕ-хĕррисĕр калама пулать вăл е ку курăк сиплĕхĕ пирки. Улăх утин шывне пăрусене ĕçтерни те вĕсен сывлăхĕшĕн лайăх. Уйрăмах хĕлле витаминсем çитмен чух палăрать çакă. Курăка çулса тăрсан вăл çĕнелсе тăрать. Апла пулсан сиплĕхĕ те упранса юлать.
Тата тепĕр япала çинче те чарăнса тăрас килет. Кил хуçи мĕнле пулни хапха умĕнченех курăнать, теççĕ халăхра. Çавăнпа та ман ĕç мар тесе пĕр-пĕрин çине тÿнтерни никама та чыс кÿмест. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе хуçалăх ертÿçисен, ял çыннисен пĕр-пĕринпе калаçса татăлса çак ĕçе йĕркелемеллех. Вăрмансемлĕ, ешĕл улăх-çарансемлĕ илемлĕ Муркаш тăрăхне хыт-хура айне пулма парас марччĕ. Çитес вăхăтрах çак çитменлĕхсене пĕтересчĕ.
Çак сăмахсене уйрăм предприяти, учреждени, кил хуçисем те илтмесĕр ан юлччăрах. Мĕншĕн тесен карта çумĕнче хÿмерен вăрăм ахăрса ларакан пиçен-мăянсене çулса тирпейлеме вăхăт тупман кил хуçисемпе ертÿçĕсем те çук мар-ха, шел пулин те.
Хамăр пурăнатпăр вĕт çак вырăнта. Никам та килсе пуçтарса памасть ăна. Тирпейлĕ çĕрте пурăнсан та, лапра-çĕпре ăшĕнче йăвалансан те ĕмĕр пурпĕрех иртет. Чи малтан чунпа таса пуласчĕ. Таса чун типтерлĕ вырăнтах пурăнма тăрăшать. Çапла тăвасчĕ пирĕн те. Улăхсене хытса кайнă хыт-хураран тасатасчĕ.
Л. ПАВЛОВА.