17 августа 2011 г.
850 çемье хваттерлĕ пулĕ
Раççей Правительстви федерацин 2011–2015 çулсенчи тĕллевлĕ «Пурăнмалли çурт-йĕр» программин «Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси» çумпрограммипе килĕ-шÿллĕн çамрăк çемьесене çурт-йĕр туянма е тума социаллă тÿлевсем памашкăн федераци бюджетĕнчен субсиди валеçсе парассине çирĕплетнĕ.
Чăваш Республикин Финанс министерстви пĕлтернĕ тăрăх Чăваш Ене 114,1 миллион тенкĕ субсиди пама палăртнă. Ку виçе 2010 çулхинчен 7,4 хут пысăкрах.
Республика бюджетĕнчен асăннă программа валли 2011 çулта 210 миллион тенкĕ уйăрса пама пăхнă. Федераци бюджечĕн пулăшăвне шута илсен пĕтĕмĕшле укçа виçи 324 миллион тенкĕ ытларах пулать. Çакă, министерствăра шутласа пăхнă тăрăх, республикăри 850 ытла çамрăк çемьене пурăнмалли çурт-йĕрпе çыхăннă условисене лайăхлатма пулăшмалла.