17 августа 2011 г.
Ĕçсен хĕрÿ тапхăрĕ
Кĕрхи уй-хир ĕçĕсене йĕркеллĕ те пахалăхлă туса ирттерни епле пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни каламасăрх паллă. Çак вăхăта тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене районĕпе пĕтĕмпе 6122 гектар çинче (40,4 процент) вырса çапнă. «Восток», Ильич яч. хис., «Оринино», «Ударник» хуçалăхсенче, «Мораушская» чăх-чĕп фабрикинче, чикĕллĕ яваплăхлă «ДаАН» обществăра, С.К. Сретинский, В.В. Горбунов, А.И. Толстов хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче вырма ĕçĕсене пĕтĕм лаптăкăн çурри ытла çинче туса ирттернĕ ĕнтĕ.
Тĕш тырăсене 16793 тонна çапса тĕшĕленĕ. Тухăç кашни гектар пуçне вăтамран 27,4 центнерпа танлашать. Гектартан 30 центнер ытла çапса тĕшĕлекенсем хушшинче Е. Андреев яч. хис., Ильич яч. хис., Суворов яч. хис., Чапаев яч. хис., Чкалов яч. хис. пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе С.К. Сретинскийăн хресчен (фермер) хуçалăхĕ.
Улăма 3763 гектар çинчен пухса тирпейленĕ. Ку вăл çапса тĕшĕленин 61 проценчĕ пулать. «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикинче, Ильич яч. хис., «Оринино», «Передовик», Чкалов яч. хис. хуçалăхсенче, чикĕллĕ яваплăхлă «Колос» обществăра, А.Н. Пихтеровăн хресчен (фермер) хуçалăхĕнче çак ĕçе аван йĕркеленĕ.
Район уй-хирĕсенче ĕнерхи кун 44 комбайн ĕçленĕ.
Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçсем те вĕçленмен. Нумай çул ÿсекен курăксене иккĕмĕш хут 621 гектар çинче (11 процент) çулнă. Ильич яч. хис., «Свобода», Суворов яч. хис. хуçалăхсенче ку ĕçе аван йĕркеленĕ.
Пĕр çул ÿсекен курăксене 1352 гектар çинче (76 процент) çулнă. Ильич яч. хис., Суворов яч. хис., Чкалов яч. хис. хуçалăхсенче, В.В. Горбуновăн, А.А. Афанасьевăн хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче ку ĕçсене вĕçленĕ.
Утă 8411 тонна (153 процент), сенаж 12970 тонна (197 процент), силос 16483 тонна (89 процент), витаминлă курăк çăнăхĕ 50 тонна хатĕрлесе хăварнă.
Кĕрхи культурăсем акма 3148 гектар (48 процент) çĕр хатĕрленĕ. «Путь Ильича» агрофирмăра ку енĕпе плана 160 процент, Суворов яч. хис. хуçалăхра 100 процент, Мичурин яч. хис. агрофирмăра 90 процент, А.А. Афанасьевăн хресчен (фермер) хуçалăхĕнче 300 процент пурнăçланă.