17 августа 2011 г.
Хыçра – çичĕ уйăх
Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси
Çулталăк пуçланнăранпа 2629,6 тонна аш-какай туса илнĕ е иртнĕ çулхипе танлаштарсан 5,8 процент ытларах. Ял хуçалăх предприятийĕсенче аш-пăш туса илесси 1003,4 тоннăпа (115,6 процент), ял çыннисен хуçалăхĕсенче 1517 тоннăпа (97,6 процент), хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 108,8 тоннăпа (173 процент) танлашнă.
Сĕт районĕпе 24970 тонна (95,8 процент) суса илнĕ. Вăл шутран сĕт сăвасси районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче 5272 тонна (89,1 процент), ял çыннисен хуçалăхĕсенче 19430 тонна (97 процент), хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 267,7 тонна (231 процент) пулнă.
Кашни ĕне пуçне сăвăм вăтамран 2587 килогрампа танлашнă. Ку кăтарту иртнĕ çулхи шайран 100 килограмм пĕчĕкрех. Кашни ĕнерен сĕт сăвасси ял хуçалăх предприятийĕсенче 13 процент чакнă.
Çăмарта 44474,2 пин штук туса илнĕ. Иртнĕ çулхинчен ку 20,1 процент нумайрах.
Самăртма хупнă ушкăнри мăйракаллă шултра выльăхсем талăксерен вăтамран 542 грамм (87,7 процент), сыснасем 390 грамм (126,6 процент) ÿт хушнă.
Çулталăк пуçланнăранпа 1146 пăру (83,3 процент), 6376 çура (90,4 процент), кашни чăх пуçне 191 çăмарта (100,5 процент) илнĕ.
Районĕпе усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне вăтамран 41,7 центнер (105,8 процент), вăл шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче 33,5 центнер (122,3 процент) аш-какай туса илнĕ. Сĕт туса илесси районĕпе 100 гектар çĕр пуçне вăтам шутпа 396,3 центнерпа (95,8 процент), ял хуçалăх предприятийĕсенче 176,1 центнерпа (94,3 процент) танлашнă.
Çак вăхăта районĕпе пĕтĕмпе мăйракаллă шултра выльăхсем 16532 пуç (98,4 процент), вăл шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче 5057 пуç (95,2 процент), ял çыннисен хуçалăхĕсенче 11290 пуç (99,2 процент), хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 185 пуç (165,2 процент).
Сумалли ĕнесем районĕпе 9652 пуç (99,5 процент). Ял хуçалăх предприятийĕсенче вĕсем 2137 пуç (102 процент), ял çыннисен хуçалăхĕсенче 7419 пуç (98,1 процент), хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 96 пуç (228,6 процент).
Сыснасен шучĕ районĕпе 12134 пуçпа (84,4 процент), вăл шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче 6345 пуçпа (85,8 процент), ял çыннисен хуçалăхĕсенче 4467 пуçпа (84,4 процент), хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 1322 пуçпа (78,6 процент) танлашать.
Районĕпе пĕтĕмпе 10332 пуç (97,7 процент) качакапа сурăх, 124 пуç лаша, 359,3 пин пуç (99,2 процент) чăх-чĕп тытса усраççĕ.
Э. СИМАКОВА,
район администрацийĕн
экономика пайĕн пуçлăхĕ.