13 августа 2011 г.
Черетлĕ тĕрĕслев
Халăх хушшинче наркотик тата усă курма юраман туртмалли хутăшсем сарăлассине хирĕç кĕрешес, вĕсене сарăлма парас мар ĕç малта тăрать. Çавна май прокуратура тата ытти яваплă ĕçченсем ку тĕлĕшри лару-тăрăва çирĕп контроллесе тăраççĕ. Çапла вара районти прокуратура, шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем тата ытти хăш-пĕр ĕçченсем районти тĕрлĕ объектра тĕрĕслев ирттерчĕç. Тĕрĕслев ăнăçлă иртрĕ, усă курма юраман веществосене пропагандăланă, вĕсене рекламăланă, çул çитмен çамрăксене сĕннĕ фактсем тĕрĕслев вăхăтĕнче тĕл пулман.
Енчен те эсир ку тĕлĕшри йĕркесĕрлĕхе асăрхатăр пулсан пĕр тăхтаса тăмасăр район прокуратурине е шалти ĕçсен пайне шăнкăравлăр, усал йăлана халăх хушшинче сарма ан парăр.
А. Тихонов,
прокурор пулăшуçи, 3 класлă юрист.