Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурт-йĕр чылай хута яраççĕ

13 августа 2011 г.

Çурт-йĕр чылай хута яраççĕ

Чăваш Республики пурăнмалли çурт-йĕр хута ярассипе ытти регионсем хушшинче малтисенчен пĕри пулса тăрать. Çакă пурăнмалли çурт-йĕр строительствине аталантарма пулăшакан Федераллă фонд («РЖС» фонд) хăйĕн 2010 çулхи ĕç итогĕсене пĕтĕмлетнинчен те курăнать.

Чăваш Республики «РЖС» фондпа 2009 çултанпах çыхăнса ĕçлет. Çавăн чухнех федераллă харпăрлăхри çĕрсем çинче çуртсем çĕклеме тытăннă. Акă Шупашкар хулинче «Университетский-2» микрорайонăн пĕрремĕш черетне тăвас ĕçсем пыраççĕ.

Çĕр участокĕ çинче нумай хваттерлĕ 4 çурт пулмалла, пурăнмалли пĕтĕм лаптăк 87460 тăваткал метр. Пĕр çуртне 2010 çулхи декабрьте туса пĕтернĕ ĕнтĕ. Халĕ хваттерсенче шалти ĕçсем пыраççĕ. Хваттерсене ветерансене пама пăхнă. Тĕпĕр çуртне 2011 çулхи çу вĕçĕ – кĕр пуçламăшĕ тĕлне туса пĕтермелле.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – градостроительство тата обществăлла инфраструктурăна аталантарассин министрĕ Александр Гончаров регионти пурăнмалли çурт-йĕр строительствин итогĕсене пĕтĕмлетнĕ май çапла пĕлтернĕ:

– Хальхи вăхăтра Чăваш Ен кашни 1000 çын пуçне пурăнмалли çурт-йĕр хута ярассипе Атăлçи федераллă округĕпе 1-мĕш, Раççейĕпе 3-мĕш вырăн йышăнать. Апла пулин те çынсене хваттерсемпе тивĕçтерес ыйтăвăн çивĕчлĕхĕ çук мар. 2011 çулта республикăра 886 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута яма палăртнă.

Республикăра пурăнмалли çурт-йĕр микрорайонĕсенче кирлĕ инфраструктурăпа комплекслă строительство ĕçĕсем туса ирттерессипе пуян опыт пухнă. Çак вăхăта 15 площадкăра кун пек ĕçсем анлă сарăлнă. Акă Шупашкарти «Университетская-2» микрорайонта çак ĕçсем пыраççĕ.

Справка. Чăваш Енри строительство комплексĕнче пĕтĕмпе 34 пин ытла çын вăй хурать. Вĕсем отраслĕн 2500 предприятийĕнче тăрăшаççĕ. 2006–2010 çулсенче республикăра пурăнмалли çурт-йĕр тума 1873,63 гектар çĕр уйăрса панă. Вăл шутран строительство ĕçĕсене комплекслă туса ирттерме – 1492,12 гектар.

Патшалăхăн çурт-йĕр строительствин пулăшăвĕн республикăри комплекслă программипе килĕшÿллĕн 2011–2015 çулсенче республикăра çуртсене индустриллĕ тата энерги эффективлăхне шута илсе тăвас мелпе усă курса çак ĕçсен калăпăшне татах ÿстерме пăхнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика