13 августа 2011 г.
Патшалăх енчен пулăшу витĕмлĕ
Хальхи вăхăтра районта харпăр хăй тата социаллă çурт-йĕр тăвас ĕçсем анлă сарăлнă. Ялсен сăн-сăпачĕ кунсерен тенĕ пекех илемленсе пырать.
Строительство ĕçĕсен ытларах пайне хуçалăхсем хушшинчи «Моргаушская» строительство организацийĕ пурнăçлать. Кăçал Муркашри Парковая урамри 48 хваттерлĕ 4-мĕш çурта хута яма палăртнă. Ку çуртри хваттерсенче Аслă Отечественнăй вăрçăра вилнĕ салтаксен мăшăрĕсем, ялта ĕçлекен çамрăк специалистсемпе çамрăк çемьесем пурăнма тытăнĕç.
Ял тăрăхĕсен территорийĕсенче харпăр хăйĕн çурт-йĕрне тăвакансем сахал мар. Федераллă тĕллевлĕ программăсене пурнăçа кĕртнĕ май вĕсем ку тĕлĕшпе социаллă тÿлевсем шучĕпе пысăк пулăшу илеççĕ. Ялсенче пурăнакан тата ял хуçалăхĕнче ĕçлекен граждансем, çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсем «Ялсене 2012 çулччен социаллă аталантарасси» программăна хутшăнаççĕ.
«Ялсене 2013 çулччен социаллă аталантарасси» федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн 2011 çулта, пирĕн районпа илес пулсан, ял çыннисене çурт-йĕр тума 1940 пин тенкĕ, ялта пурăнакан тата ял хуçалăхĕнче ĕçлекен çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсем валли 2580 пин тенкĕ субсидисем уйăрса панă. Çав тĕллевпе республикăран уйăрнă укçа виçи 310 пин тата 1110 пин тенкĕпе танлашать. Федераллă тĕллевлĕ программăсемпе килĕшÿллĕн ку енĕпе 2011 çул валли район бюджетĕнче 2839,8 пин тенкĕ уйăрма пăхнă.
Ялта пурăнакан 6 гражданин тата ял хуçалăхĕнче ĕçлекен çамрăк специалистсемпе çамрăк мăшăрсем 5-ĕн çурт-йĕр тума тата туянма социаллă тÿлев панине çирĕплетекен свидетельствăсем илнĕ. Çапла вара кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 11 çемье хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă.
Çурт-йĕр çавăракан çамрăк çемьесем çавăн пекех социаллă тÿлев шучĕпе те патшалăх пулăшăвне тивĕçеççĕ. 2011–2015 çулсем валли палăртнă «Пурăнмалли çурт-йĕр» федераллă тĕллевлĕ программăн «Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси» программипе килĕшÿллĕн районта çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмаллисен черетĕнче тăракан 155 çамрăк çемьерен 16-шĕ кăçал çав пулăшăва илĕç. Вăл шутран 4 çемье социаллă тÿлев укçи-тенкине харпăр хăйĕн çурт-йĕрне тума, 12 çемье хваттер туянма уйăрĕ. Асăннă программăна финанслама район бюджетĕнче 1227,171 пин тенкĕ пăхса хунă. Республика бюджетĕнчен вара çав тĕллевпе пирĕн района 4311,046 пин тенкĕ уйăрса параççĕ.
«Пурăнмалли çурт-йĕр» федераллă тĕллевлĕ программăн «Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси» прогаммипе килĕшÿллĕн 2006–2010 çулсенче пĕтĕмпе 29 свидетельство уйăрнă. 2011 çулта 16 свидетельство пама палăртнă. Паян çурт-йĕр çавăрас текене патшалăх та пулăшать.
В. ЗВОНКОВ,
капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн тĕп эксперт специалисчĕ.