13 августа 2011 г.
Район историйĕпе çыхăннă
Муркаш сăн-сăпачĕ лайăх еннелле улшăнса пыни куçкĕрет. Малтанхи ырă йăла-йĕркесемпе пĕрлех çĕннисем те хушăнсах пыраççĕ. Çав шутра пысăклатнă сăн ÿкерчĕклĕ каçхине те çуталса тăракан панносем те. Кун пек панносем ФСК керменĕ çинче те, Çĕнтерÿ паркĕ патĕнче тата ытти çĕрте те пур.
Автовокзал лапамĕнчи панно çинче чи малтанах пирĕн ентешсен Социализмла Ĕç Геройĕн О.Ф. Федоровăн тата Раççей Геройĕн Е.Г. Борисовăн сăн ÿкерчĕкĕсене вырнаçтарнăччĕ. Кăçал вара Раççей космонавтикин çулталăкне халалласа А.Г. Николаев космонавт летчикăн тата Муркашсен паллă колхоз председателĕн Е.А. Андреевăн портречĕсене вырăн панă. Ку ăнсăртран маррине район çыннисенчен нумайăшĕ пĕлет тесе шанас килет. Пĕлменнисем те ăнланаççĕ: çĕр çинчи çитĕнÿсемсĕр (вăл шутра хресчен ĕçĕнчи çитĕнÿсемсĕр те) çĕр-шывăн 50 çул каялла пулса иртнĕ космоса тухассин тĕллевлĕ çитĕнĕвĕ пулма пултарĕччĕ-и вара?
Ахальтен мар виççĕмĕш космонавт пĕрремĕш хут космоса вĕçнĕ хыççăн (1962 çулхи августăн 11–15-мĕшĕсем) вăхăт нумаях та иртмен, Андриян Григорьевич Муркашсем патĕнче хăнара пулнă, республика шайĕнче çирĕп хуçалăх шутланакан «Знамя труда» колхозăн çитĕнĕвĕсемпе, унăн ĕçченĕсемпе, çав шутра Е.А. Андреевпа паллашнă, район халăхĕпе тĕл пулусем ирттернĕ. (Аса илтерсе хăварар: ку вăл 1963 çулхи февраль уйăхĕн вĕçĕнче пулнă. Ун чухне Муркаш район центрĕ пулман. Муркаш районне 1964 çулхи март уйăхĕнче тепĕр хут туса хунине пĕлетпĕр ĕнтĕ).
Çакăнтан пуçланнă та икĕ паттăр ентешĕн туслăхĕ. Кĕçех унччен РСФСР Аслă Канашĕн депутачĕ пулнă Евтихий Андреевич Андреевăн депутат мандачĕ эстафетăпа Андриян Григорьевич Николаев космонавт летчика куçнă. Ун чухне альтернативлă суйлавсем пулман, Е.А. Андреев сĕнĕвĕпе унăн суйлавçисем черетлĕ суйлав вăхăтĕнче хăйсен сассисене хаваспах паттăр ентеш-космонавтшăн панă, Евтихий Андреевича хăйне вара суйлавçăсем иккĕмĕш хут ЧАССР Аслă Канашĕн депутачĕ пулма шаннă (1963 çулхи мартăн 3-мĕшĕ).
Кунта, тен, парти обкомĕн витĕмĕ те пулнă пулĕ. Сăмах май, çав вăхăтра парти обкомĕн секретарĕнче ĕçленĕ И.П. Прокопьев маларах, 1955 çулта, РСФСР Аслă Канашĕн депутачĕ пулма кандидата тăратнă Е.А. Андреевăн шаннă çынни (довереннăйĕ) пулнă. Ун чухне И.П. Прокопьев Калинин (Нурăс) парти райкомĕн ертÿçи пулса ĕçленĕ.
Аса илÿсенчен А.Г. Николаев Е.А. Андреева Шуршăл колхозне ертсе пыма чĕнни те паллă. Сĕнĕве йышăнманнин чи пĕлтерĕшлĕ сăлтавĕ Евтихий Андреевич, çав вăхăталла Муркашсен пĕрлештернĕ хуçалăхне 15 çула яхăн ертсе пыраканскер, хăй тăрăшнипе ура çине тăратнă колхоза, унăн ĕçченĕсене чунтан парăнса ĕçленинче теме пулать. Тепĕр енчен унччен пурнăçри нумай йышăнăва унăн парти дисциплинине тĕпе хурса йышăнма тивнĕ пулсан, ку хутĕнче пĕтĕмпех хăйĕн кăмăлĕнчен килнĕ. Çапах та Муркашсен председателĕ Шуршăла пĕрре кăна мар çитсе курни, унти колхоз фермисене ăратлă ĕнесем туянтарни тата ытти пулăшу пани, унти председательпе те, В.В. Зайцевпа, вĕсем пысăк туссем пулни паллă.
Аслă вăрçă витĕр тухнă опытлă политработник тата организатор Е.А. Андреев космоса виççĕмĕш вĕçсе хăпарнă чăваш ывăлĕ Андриян Григорьевич Николаев республикăшăн кăна мар, пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн мĕнле паллă вырăн йышăннине питĕ лайăх ăнланнă. Ăна чунтан хисепленĕ, унран чылай аслăрах пулнă май (вăл Андриянран 17 çул аслăрах пулнă) шăллĕ вырăннех хурса йышăннă.
Çакна çирĕплетекен фактсем нумай илсе кăтартма пулать: председательпе космонавт сехечĕ-сехечĕпе (çав шутра колхоз правленийĕнче те) калаçса ларнă; космонавт председатель килĕнче те кĕтнĕ хăна пулнă, унăн çемйипе, çывăх çыннисемпе сăн ÿкерттернĕ тата ытти те. Паллă икĕ ентеш Шупашкарта е Мускавра та час-часах тĕл пулса хутшăннă. Тен председатель космонавта Муркаш урамĕсем тăрăх Бабочка ятлă лашана кÿлнĕ хура çуна çине лартса катаччи чуптарнине те аса илнĕ пулĕ калаçусенче... «Знамя труда» колхоз правленийĕнче председатель пÿлĕмĕнче малти стена çинче вăл вăхăтсенче А.Г. Николаев космонавтăн портречĕ вырнаçни те çÿлерех каланă шухăшсенех çирĕплетет.
Андриян Григорьевич аса илнĕ тăрăх Е.А. Андреев тĕлĕнмелле интереслĕ çын пулнă, ытти ентешсенчен палăрмаллах пĕр енĕпе уйрăлса тăнă: хăйне валли те, колхоз валли те унран нихăçан та нимĕн те ыйтман... «Евтихий Андреевич çинчен ман асăмра яланлăхах чи ырă аса илÿсем упранса юлнă»,– тенĕ космонавт хăйĕн аса илĕвĕсенче.
Çапла, Раççей космонавтикин çулталăкĕн çурри ытла хыçа юлчĕ. Панно çинчи портретсем патне таврăнса икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ А.Г. Николаев космонавт летчикпа Социализмла Ĕç Геройĕ Е.А. Андреев паллă председатель юнашар пулни кăçал пирĕн район историйĕшĕн символла пĕлтерĕшлĕ пулнине, ку ăнсăртран маррине вулакан ăнланчĕ ĕнтĕ.
Сăмах май Евтихий Андреевич Андреев биографийĕшĕн те кăçалхи çул «çавра» датăсемпе пуян. 60 çул каялла, 1951 çулхи февральте, вăл Муркашсен пĕрлештернĕ колхозне ертсе пыма пуçланă. 45 çул каялла, 1966 çулхи апрелĕн 30 мĕшĕнче, ăна Социализмла Ĕç Геройĕн ятне панă. 30 çул каялла, 1981 çулхи июнь уйăхĕнче, вăл ертсе пынă колхоз ун ячĕпе хисепленме тытăннă (председатель вилнĕ хыççăн колхозниксем çапла йышăннă).
XX ĕмĕрти икĕ паттăр XXI ĕмĕрти ăру çине шанăçпа, тимлĕн пăхаççĕ. Çав вăхăтрах Евтихий Андреевичăн эпир ытла пĕлсех кайман сăн ÿкерчĕкĕнчи куçсем пирĕн çине тĕпчесе те çирĕп ыйтса пăхнăн туйăнаççĕ.
Малалла пăхсан вара акă мĕн курăнать. 2012 çулхи майăн 25-мĕшĕнче Е.А. Андреев çуралнăранпа 100 çул (пĕр ĕмĕр) çитет, çав çулах августăн 11-мĕшĕнче вара А.Г. Николаев пĕрремĕш хут космоса вĕçнĕренпе (иккĕмĕш хут вăл В.И. Севастьяновпа пĕрле 1970 çулта вĕçнĕ) 50 çул (çур ĕмĕр) çитет. Ку датăсем те район историйĕшĕн палăрăмлă пулни никама та иккĕлентерменнине, çак юбилейсене те Муркашсен йăлипе тивĕçлипех кĕтсе илессе шанас килет. Çакă çамрăк ăрăва хамăр историе пĕлме тата хисеплеме вĕрентекен тепĕр ырă тĕслĕх пуласси пуриншĕн те паллă.
В. ФЕДОРОВ,
хаçатăн обществăлла корреспонденчĕ.