13 августа 2011 г.
Çынсем массăллă спорта килĕштерни, унта явăçни, районта спорт ăмăртăвĕсем ирттерни сывлăха çирĕплетме пулăшакан енсенчен пĕри. Çак ĕçе куллен туса пыма вара районта 26 спорт залĕ, 95 спорт сооруженийĕпе площадка, В. Егорова ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн йĕлтĕр бази, тир, «Сывлăх» ФСК пур.
Çулсеренех районта спортăн 16–18 тĕсĕпе 50–60 ăмăрту иртет. Унта хутшăнакансен йышĕ те пĕчĕк мар. Юлашки çулсенче пирĕн районта республика ăмăртăвĕсем те чылай иртме пуçларĕç.
Йăлана кĕнĕ ăмăртусем те чылай. Вĕсем пĕрремĕш çул иртмеççĕ ĕнтĕ, спорта юратакансем унта хутшăнма кăмăллаççĕ: Олимп чемпионкин В. Егоровăн парнисене çĕнсе илессипе çăмăл атлетика ăмăртăвĕ, Чечен Республикинче пуçне хунă Н. Димитриевпа Л. Семенова асăнса хăвăрт утас енĕпе ирттерекен ăмăрту, Раççей Геройĕн Е. Борисовăн парнисене çĕнсе илессишĕн, Ю. Федотова асăнса ирттерекен йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ тата ытти нумай-нумай ăмăрту.
Кашни ял тăрăхĕнче тенĕ пекех тĕрлĕ енлĕ спорт ăмăртăвĕ ирттересси йăлана кĕрсе пырать.
Хамăр инф.