13 августа 2011 г.
«Утар тытни киленÿ те, тупăш та парать»
Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр. Ваттисем мĕн авалтан çапла калани чăнлăха килнине Çатракасси ял тăрăхĕнчи Хуракасси выççăлккинчи Кожевниковсен хуçалăхĕнче пулнă хыççăн тепĕр хут ăнлантăм. Пурнăçпа тан утса пыракан, пур ĕçе те парăнтаракан çамрăк мăшăр ăнăçĕвĕшĕн хам та хăпартлантăм, çав хушăрах тĕлĕнтĕм те, вĕсен пушă вăхăт пачах та çуккине аванах ăнлантăм. Пахча тулли вĕлле пăхма унпа танах ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçлесе ĕлкĕрме пулать-и тесе интереслентĕм.
– Ĕçлес, малаллах пурăнас тата хамăр хыççăн ырă йĕр хăварас тесен – пулать. Паллах, юнашар мана ăнланакан мăшăр, ачасем тата ытти çывăх çынсем пулсан. Вĕсем мана кирек епле ĕçре те пулăшаççĕ, ăнланаççĕ. Вĕллесен йышĕ сахалах мар та пĕччен ĕçлесе çитерме майĕ çук, – терĕ Юрий Алексеевич çывăх çынсем яланах çумра пулнишĕн хĕпĕртесе.
Иртнĕ çул хурт-хăмăр ăсти 900 килограмм чухлĕ пысăк пахалăхлă пыл туса илнĕ, унсăр пуçне ку отрасльти ытти продукцие те. Виçĕ литр кĕрекен савăта 1300 тенкĕпе сутнă. Халĕ те кунта хĕрÿ ĕç пырать, хальлĕхе продукци илесси вĕçленмен-ха. Çын кĕсйинчи укçа-тенкĕне шутлама хушмаççĕ пулин те тупăш шайĕпе интереслентĕм. Çапла вара Юрий Алексеевич хуçалăхра ырми-канми тăрăшнипе çулталăкри хăйĕн хушма шалăвне ĕçлесе илнĕ. Хурт-хăмăр отраслĕнче пыл туса илнисĕр пуçне ытти продукци те пысăк тупăш парать.
Хурт-хăмăр ĕрчетесси вара вĕсен йăхран-йăха куçакан ĕç, аслашшĕпе пĕрле ĕçленĕ самантсем халĕ те çамрăк утарçă асĕнчех-ха. Çак ăсталăха вăл чи пысăк тупра вырăнне хурса хаклать. Сăмах май палăртса хăвармалла. Вĕсем патне тăтăшах çын килсе çÿрет. Пыл юхтарнă самантра та, ытти чухне те. Уйрăмах ача-пăча кăмăллать ăна, ара пылак çимĕçе камăн çиес килмĕ. Ватă çынсем те тĕрлĕ эмел тума Кожевниковсем юхтарнă пыла кăмăллаççĕ.
– Тĕрĕссипе хамăр тăрăхри ÿсен-тăранран пухнă пыла нимĕн те çитмест. Эпир çакăнта çуралса ÿснĕ, пирĕн сывлăхшăн кунти йывăç-курăк усăллăрах, – палăртрĕ хурт-хăмăр ăсти.
Эпĕ вара хурт-хăмăр ĕрчетес ĕçри вăрттăнлăха уçма тата вĕсем хăш вăхăтра епле ĕç пурнăçланине ыйтса пĕлтĕм.
– Кунта ытлашши пысăк вăрттăнлăх çук. Чи кирли – чунпа парăнса, кашни ĕçе хăй вăхăтĕнче пурнăçламалла. Хурт-хăмăр паян пурнăçламалли ĕçе ырана хăварнине пачах та кăмăлламасть. Çуркуннехи ăшă çанталăк пуçлансан пĕтĕм ĕç ума тухать. Вĕсем пĕрремĕш хут вĕçсе тухсанах хăш çемье епле хĕл каçнине сăнатăп. Чи малтанах начар çемьесемпе ĕçлеме пуçлатăп. Манăн утарта ятарлă тĕрĕслев тараси пур. Унта пĕр çемьене вырнаçтаратăп, ăна куллен тĕрĕслесе тăратăп, пыл епле пуçтарнине сăнатăп. Пыл пуçтарас хĕрÿ тапхăрта пĕр талăкра пĕр çемье 5 килограмм таран тупăш панă, çакă вăл питĕ лайăх кăтарту. Кирек епле утарçăн та уйрăм дневник пулмалла, пурне асра тытаймастăн, ĕçе тĕрĕс йĕркелеме унта хăш-пĕр самантсене çырса пымалла. Çăка çурăлнă вăхăт пыл илессин тĕп тапхăрĕ шутланать. Çавăнччен эпĕ çемьесене йĕркелесе, кирлĕ чухлĕ пыл пуçтарма карас турттарса çитеретĕп. Карас туртнă рамăсене утарăн ылтăн фончĕ теççĕ. Çăвăр хурт тухнă самантра вара пĕтĕм канăçлăх çухалать. Уйăрса кăлармалли çĕнĕ çемьесене унталла-кунталла вĕçтерсе ярас килмест-çке, вĕсене май пур таран тытатăп, хăшне-пĕрне парнелени те сахал мар пулнă. Ыттисем те усраччăр, Турă кайăкĕн пурлăхĕпе усă курччăр. Çынна усă туни каялла таврăнать тетчĕç пире аслисем. Кăçал килте çирĕм ытла рой кăлартăм, пĕр кунта вара çичĕ рой та тухрĕ. Унсăр пуçне вăрманта тытма кăмăллатăп, вунă çемье ытла тытрăм, – хăш-пĕр вăрттăнлăха уçрĕ хурт-хăмăр ăсти.
Унăн мăшăрĕ Елена Михайловна вара мана пылпа усă курма, пыл пахалăхне уйăрма вĕрентрĕ. Вăл ача амăшĕ тата медицина ĕçченĕ пулнă май тĕрлĕ чир-чĕртен сывалма хурт-хăмăр продукчĕсемпе анлă усă курнине палăртрĕ, кĕленче савăтсенчи хăш-пĕр эмеле кăтартрĕ. Вăл Муркашри тĕп больницăра врач пулса тăрăшать, çав хушăрах хурт-хăмăр патĕнче мăшăрне пулăшма та вăхăт тупать. Халĕ вара Елена Михайловна пĕчĕк ача ÿстерет. Ăста кил хуçи хĕрарăмĕ пахалăхлă пыл суйласа илме сĕнÿсем пачĕ.
– Сахăрпа хутăштарнă пыл хытмасть е хытсан та муклашкаланса ларать. Пахалăхлă пыл 2 – 3 эрнерен пĕрешкел хытать. Пахалăха пĕлмелли тепĕр мел – пĕр кашăк пыл çине йод тумлатмалла. Пыл тĕсĕ улшăнчĕ пулсан вăл пахалăхсăр пулнине пĕлтерет. Лайăх пылăн тĕсĕ улшăнмасть. Кашни çыннăн куллен 50 грамм чухлĕ пыл çиме тăрăшмалла. Çакă чир-чĕртен сыхланма, организма кирлĕ элементсемпе пуянлатма пулăшать, – терĕ Елена Михайловна ачасемпе тăрмашнă майăн.
Ĕçлекен çыннăн вара тĕллевĕсем пысăк. Юрий Алексеевич çывăх вăхăтра вĕллесен йышне татах ÿстересшĕн. Кашмашра çĕр участокĕ илнĕ пирки тепĕр утар йĕркелесшĕн, мĕншĕн тесен пĕр пахча йышлă хурт-хăмăршăн пĕчĕк. Апла пулсан çамрăк ĕçчен мăшăра тĕллеве вăя кĕртме ăнăçусем сунар, ăна валли çирĕп сывлăх та килĕшÿ сĕнер. Ахальтен каламан халăхра хурт-хăмăр килĕшÿ хуçаланакан кил-çуртра ĕрчет тесе.
Сăмах май çакна та палăртса хăварар. Иртнĕ çул районта хурт-хăмăр ăстисен конкурсĕнче Кожевниковсен çемйи малти вырăна çĕнсе илчĕ.
Р. Илларионова.