Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă

13 августа 2011 г.

Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă

Çапла калас килет Пыл спасĕ умĕн Чуманкасси ял тăрăхне кĕрекен Çĕньял Апаш ялĕ пирки. Ялĕ пысăках мар – пурăнакансем 40 киле яхăн çеç йышăнаççĕ. Анчах та çак пĕчĕк ялăн пĕр интереслĕ те ыттисене тĕлĕнтерме пултаракан хăйне евĕрлĕхĕ пур. Çĕньял Апашра пурăнакансенчен чылайăшĕ хурт-хăмăр ĕрчетет.

Николай Даниловпа Порфирий Игнатьев – хурт-хăмăр ĕрчетессинче пысăк ăсталăх пухнă çынсем. Çакăн пирки таврара пĕлмен çын та çук.

Владислав Васильевăн хушма хуçалăхĕнче пыл хурчĕн чылай çемйи ырă курса пурăнать: вĕсемпе ĕçе пĕлсе çитнĕ çемье хаваспах аппаланать. Çавăнпах ылтăн хурт тупăш илме те май парать. Валерий Васильев çемйи те пыл хурчĕсене кăмăлласах ĕрчетет. «Тĕрĕс пăхсан тăрăшуллă хуртсен ĕçне сăнама та кăмăллă, сиплĕ пылĕ те сĕтел çинче», – кăмăллăн пĕлтерет Валерий Витальевич.

Валерий Семенов, Николай Федоров, Геннадий Ефимов, Юрий Дмитриев хуçалăхĕсенче те кунсерен сахал мар хурт-хăмăр çемйи ĕçлет.

Мĕнпе çыхăннă-ши çак ялăн уйрăмлăхĕ; Кун пек ял таврара урăх çук та. Тен, республикăра та. Çĕньялта пурăнакан хурт-хăмăр ăстисем, ытти хурт-хăмăр ăсти пекех, паллах, хăйсен хуçалăхĕнче миçе вĕлле пулнине пĕлтермĕç. Çак пĕчĕк ялта вара вĕлле шучĕ пурĕ 400-е те çывхарать! Апла Çĕньял çакăн чухлĕ ĕçчен çемьене пĕрлештерсе тăракан пĕр пысăк вĕлле евĕрех. Пĕрисем «Турă панă парнене» хăйсен сĕтелĕ çинчен усăллă, сиплĕ пыл ан татăлтăр тесе усраççĕ. Теприсем ку ĕçпе хушма тупăш тăваççĕ. Виççĕмĕшĕсене вĕсемпе аппаланма килĕшет. Тепĕр тесен пыл хурчĕ сăхни те усăллă-çке-ха.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика