13 августа 2011 г.
Тухăç япăх мар
Районĕпе ĕнерхи кун тĕлне тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 4350 гектар (28,7 процент) вырса çапнă. «Восток» хуçалăхра тыр-пул çуррине ытла пуçтарса кĕртнĕ.
Пĕтĕмпе 12193 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ. Тухăç пĕр гектар пуçне вăтамран 28 центнерпа танлашать.
Улăма 2600 гектар çинчен (çапса тĕшĕленин 60 проценчĕ) пухса тирпейленĕ.
Ĕнер хирсенче 39 комбайн ĕçленĕ.
Кĕрхи культурăсем акма 3041 гектар (46 процент) çĕр хатĕрленĕ.