10 августа 2011 г.
Çынсенче ăшă туйăм çуратать
Юлашки вăхăтра Чуманкасси ял тăрăхне кĕрекен ялсен культура пурнăçĕнче илемлĕ те асра юлмалли событисемпе пулăмсем сахал мар пулса иртеççĕ. Вĕсенчен пĕри – Анаткас Апаш ялĕнче Раççей Федерацийĕн вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕн Николай Григорьевич Юткинăн картинисен «Родные просторы» выставки уçăлни. Живопись произведенийĕсен выставки июлĕн 30-мĕшĕнче уçăлчĕ, августăн 15-мĕшĕччен пырать. Экспозицире 40 картина ытла, 2 макет. Ĕçсен ытларах пайне кăçал пурнăçланă.
Выставкăна уçнă çĕре Чуманкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Г. Ковалева, Чуманкасси шкулĕн директорĕ, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ В.М. Васильев, Уйкас Янасал чиркĕвĕн настоятелĕ Иоан иерей, республикăри художество музейĕн живопись пайĕн хранителĕ, художниксен союзĕн членĕ В.В. Кузина, педагогика наукисен кандидачĕ Л.М. Бельцова, çемье тусĕсем Людмила Анатольевнăпа Вячеслав Васильевич Скляр, Ольга Сергеевнăпа Михаил Алексеевич Ивановсем тата ыттисем чылайăн хутшăнчĕç.
Л.Г. Ковалева сăмахĕ юрă саламĕнчен пуçăнчĕ. Кайран вăл ял тăрăх администрацийĕн Тав çырăвне пачĕ. Хăйĕн сăмахĕнче çак выставка тăван тавралăха юратма тата хисеплеме вĕрентнине, тăван çĕре парăннă ытти çынсемшĕн те тĕслĕх пулса тăнине палăртрĕ.
Н.Г. Юткинăн картинисен «Родные просторы» выставки Муркашри историпе краеведени музейĕнче те иртнĕ пулнă. Унта автора район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ А.Е. Андреева район администрацийĕн Тав çырăвне панă. Пухăннисем умĕнче Людмила Германовна çав Тав çырăвне вуласа пачĕ. Ку выставка çитĕнекен ăрăва нравственноç воспитанийĕ парас тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă унта.
Иоан иерей çакăн пек пысăк ĕç тăван тавралăх илемне курма тата туйма вĕрентни, ăна сыхласа хăварма пулăшни пирки каларĕ. Çын çăкăрпа кăна тутă пулаймасть тесе ахальтен каламан. Çыннăн ăс-хакăл пуянлăхĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Н.Г. Юткин Иоан иерее Уйкас Янасал чиркĕвĕн макетне парнелерĕ. Ку ĕçе пурнăçлаканĕ – ачаранпа инвалид Алексей Рыбкин. Çак ĕçе вара вăл Николай Григорьевич ертсе пынипе пурнăçланă.
Чуманкасси шкулĕнче 6-мĕш класра вĕренекен Юрий Николаев пулă тытмалли тралерăн модельне хатĕрленĕ. Паллă ĕнтĕ, Н.Г. Юткин пулăшăвĕсĕр мар.
В.В. Кузина живописец пултарулăхĕ çинче чарăнса тăнă май вăл нумай енлĕ те анлă пулнине палăртрĕ. Вăл вырăс шкулĕн традицийĕсене сыхласа хăварма тăрăшать. Çак пысăках мар выставкăн пĕлтерĕшĕ вара пĕчĕк тесе калаймăн.
В.М. Васильев асăннă выставкăна çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă май шкулта йĕркелеме сĕнчĕ. Çак картинăсем ачасенче тăван çĕре юратас туйăма аталанма пулăшчăр. Вĕсем кăвак тÿпепе, симĕс курăкпа, черчен чечекпе киленме-йăпанма вĕренччĕр.
Юткинсен çемье тусĕсем Людмила Анатольевна тата Вячеслав Васильевич Скляр авторăн педагог пултарулăхĕ пысăк пулнине, вăл çынсем тата вĕренекенсем тĕлĕшпе ырă туйăмлă пулнине палăртрĕç.
Л.М. Бельцова Николай Григорьевич та, унăн мăшăрĕ Светлана Александровна та хăйсен профессине чунпа парăнни пирки каларĕ. «Çакăн пек пултаруллă çын сирĕн ялта пулни сирĕншĕн питĕ лайăх»,– терĕ вăл.
Депутатсен ял тăрăхĕнчи Пухăвĕн депутачĕ пулнă Г.Н. Тимофеев, тĕнче чемпионкин Вера Соколовăн амăшĕ Н.Г. Соколова выставка уçни çак ял çыннисемшĕн кăна мар, çывăхри ытти ялсенче пурăнакансемшĕн те чăн-чăн уяв пулса тăнине палăртрĕç.
Л.Г. Ковалева тата В.С. Макарова хăйсен юррисемпе Юткинсен çемйин, пухăннисен чĕрисене хускатрĕç пулĕ.
Картинăсен авторĕ çак экспозицие хатĕрлес шухăш мĕнле çурални пирки чарăнса тăчĕ. Тăван ен кашниншĕнех епле илемлĕ те тĕрлĕ енлĕ. Ăна куçпа курма, чун-чĕрепе туйма пĕлмелле.
Анаткас Апашри ялти клуб администраторĕ А.В. Семенова çавна палăртрĕ. Çак картинăсем çынра ăшă туйăм çуратаççĕ. Чун-чĕри ырăлăхпа тулман çын çакăн пек пейзажсене сăнласа пама та пултараймĕччĕ. Малашне те тухăçлĕ ĕç, ырлăх-сывлăх, ăнăçусем сунчĕ вăл картинăсен авторне.
А. СЕМЕНОВА,
Анаткас Апашри ялти клуб администраторĕ.