10 августа 2011 г.
Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса налук законодательствине улшăнусем кĕртнĕ. Вĕсем уйрăм çынсем çĕр налукне, транспорт налукне тата пурлăхшăн налук тÿлессин вăхăчĕпе çыхăннă. Ку улшăнусем пирки тĕплĕнрех Федераллă налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 6-мĕш номерлĕ инспекцийĕн пуçлăхĕн çумĕ, Раççей Федерацийĕн патшалăх гражданла службин 3-мĕш класлă советникĕ Л.В. МИХАЙЛОВА каласа пама кăмăл турĕ.
– Çапла, улшăнусем вăйра ĕнтĕ. Вĕсем пирки хаçат вулакансене паллаштарни ытлашши пулмĕ.
Çĕр налукĕ. 2011 çултан тытăнса предприниматель пулса тăман уйрăм çынсем, çавăн пекех предприниматель ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă уйрăм çынсем те, енчен те вĕсен харпăрлăхра е тата яланлăх усă курма уйăрса панă çĕр лаптăкĕ пур пулсан, çав çĕр лаптăкĕпе вĕсем предприниматель ĕçĕ-хĕлĕ валли усă курмаççĕ пулсан, çĕр налукне аванс шучĕпе тÿлесе тăмаççĕ.
Район территорийĕнче вырнаçнă муниципаллă 16 пĕрлешĕвĕн халăх суйлакан органĕсен нормативпа право акчĕсене улшăнусем кĕртнĕ май уйрăм çынсен малашне çĕр налукне хыççăнхи çул ноябрĕн 1-мĕшĕнчен тÿлемелле пулать. Калăпăр çĕр налукне 2010 çулшăн налук органĕнчен ярса панă пĕлтерĕве (уведомление) кура 2011 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнчен кая юлмасăр тÿлесе татмалла пулать.
Транспорт налукĕ. 2010 çулхи ноябрĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин 51 " «О внесении изменений в Закон Чувашской Республики «О вопросах налогового регулирования в Чувашской Республике, отнесенных законодательством Российской Федерации о налогах и сборах к ведению субъектов Российской Федерации» Саккунĕ пичетленсе тухрĕ. Унта уйрăм çынсем транспортшăн налук тÿлесе татмалли куна ноябрĕн 1-мĕшĕччен тесе палăртнă. Апла пулсан 2010 çулшăн транспорт налукне кăçалхи ноябрĕн 1-мĕшĕччен тÿлесе татма тивет.
Уйрăм çынсен пурлăх налукĕ. Унччен куçман пурлăх хуçи пулса тăракан уйрăм çынсем пурлăхшăн налук çулталăк вĕçленичченех аванс шучĕпе тÿлесе тăнă. Налукне икĕ тапхăрпа тÿлемелле пулнă: сентябрĕн 15-мĕшĕнчен кая юлмасăр тата ноябрĕн 15-мĕшĕччен.
2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса Раççей Федерацийĕн 1991 çулхи декабрĕн 9-мĕшĕнче йышăннă 2003-1 " «О налогах на имущество физических лиц» Саккунне улшăнусем кĕртнĕ. Кунта та тÿлев вăхăчĕ – ноябрĕн 1-мĕшĕччен. Апла пулсан уйрăм çынсен иртнĕ çулшăн пурлăх налукне кăçалхи ноябрĕн 1-мĕшĕччен тÿлесе татмалла.
Çак улшăнусем 2011 çултан тытăнса вăя кĕчĕç. Çавна май уйрăм çынсем пурлăхшăн 2011 çулшăн тÿлемелли пирки пĕлтернисене 2012 çулта кăна илĕç.
2011 çулта налук тÿлемелли пирки пĕлтернисене 2008–2010 çулшăн тÿлеменнисем илĕç.
Çавна асăрхаттаратпăр. 2010 çулшăн транспорт налукĕпе çĕр налукне тÿлемелли пирки пĕлтернисене вара çынсене 2011 çулхи август–сентябрь уйăхĕсенче ярса парĕç.
Налуксене кредит учрежденийĕсенче, почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсенче, çавăн пекех Раççей Перекет банкĕн банкомачĕсемпе тÿлев терминалĕсем урлă та тÿлеме май пур.
Налук тÿлемеллин пĕрлĕхлĕ пĕлтерĕвĕ (уведомленийĕ). 2011 çулта уйрăм çынсем налуксене налук тÿлемеллин пĕрлĕхлĕ пĕлтерĕвне тĕпе хурса тÿлеççĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн Финанс министерствипе килĕшсе туса хатĕрленĕ, РФ Юстици министерствинче регистрациленĕ.
Çĕнĕ уведомлени унчченхинчен мĕнпе уйрăлса тăрать-ха?
– çĕнĕ налук уведомленине налук хумалли ку е вăл объект уйрăм çыннăн пуррипе çуккине кура çÿлте асăннă виçĕ тĕрлĕ налука та кĕртеççĕ;
– кашни налук енĕпе расчет тата çĕнĕрен расчет тунине уйрăмшар сыпăксенче палăртаççĕ: 1-мĕш сыпăк. Транспорт налукĕн расчечĕ (çĕнĕрен расчет туни); 2-мĕш сыпăк. Çĕр налукĕн расчечĕ (çĕнĕрен расчет туни); 3-мĕш сыпăк. Уйрăм çынсен пурлăх налукĕн расчечĕ (çĕнĕрен расчет туни). Енчен те уйрăм çыннăн асăннă енсемпе налук тÿлемелле мар пулсан тата налук тÿлессинчен хăтарнă пулсан ăна кун пек уведомлени ярса памĕç;
– уведомлени çинче налук органĕн пичечĕ тата должноçри çын алă пусни пулмасть.
2011 çулта пур налук уведомленийĕсене те «Налог-ЦОД» АИС программипе усă курса централизациленĕ майпа Раççей Федераллă налук инспекцийĕн Чул хула облаçĕнчи ЦОД урлă ярса параççĕ. Налук тÿлекен патне ăна регистрациленĕ адреспа заказлă çырусем пырĕç. Конверт çинче вара Чул хулан «Раççей почтин» штампĕ пулĕ.
Енчен те пурлăх е транспорт хуçи пулса тăракан гражданин ку е вăл сăлтавпа налук уведомленийĕ илмен пулсан унăн Федераллă налук инспекцийĕн Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 6-мĕш номерлĕ инспекцине пырас пулать. Адресĕ: Муркаш ялĕ, Гагарин урамĕ, 4-мĕш çурт. 8(83541) 62-4-52 телефонпа та шăнкăравлама пултаратăр.