Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн пурнăçлани чикĕ ан пултăр

10 августа 2011 г.

Мĕн пурнăçлани чикĕ ан пултăр

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ район экономикин аталанăвĕнче паллă вырăн йышăнать. Выльăх йышне сыхласа хăварасси, малашне ытларах та аталантарасси тĕп ĕçсенчен пĕри пулса тăрать.

Эрне кун районта выльăх-чĕрлĕх пăхакансен семинар канашлăвĕ иртрĕ. Унта ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен(фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисем, зооветспециалистсем тата ку енĕпе тăрăшакан ответлă ытти ĕçченсем пухăнчĕç. Калаçу иртнĕ хĕл тата пĕрремĕш çур çул пĕтĕмлетĕвĕ тавра пулчĕ.

Чи малтанах кунта пухăннисем видеофильм пăхса ыттисен опычĕпе паллашрĕç. Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов уçрĕ, районти пĕтĕмĕшле ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ.

Районти выльăх-чĕрлĕх отраслĕн пĕтĕмĕшле аталанăвĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăх пайĕн ертÿçи В.А. Калинин паллаштарчĕ, çитес вăхăтра уйрăмах тимлĕх уйăрмалли самантсем çинче чарăнчĕ.

Хĕл тапхăрĕн сакăр уйăхĕнче (октябрь – май) районти ял хуçалăх предприятийĕсем 1008,1 тонна (чĕрĕ виçепе) чухлĕ аш-пăш сутнă е çакă иртнĕ çулхинчен 107 процент пулать. Сĕт туса илесси вара 5541,6 тоннăпа танлашать. Пĕр ĕне пуçне тивекен вăтам сăвăм 2569 килограмм, малтанхи çулхинчен 294 килограмм сахалрах. Çакна вара апат рационĕ тулли пулманнипе, апат çите-лĕксĕр пулнипе ăнлантармалла. Ĕнерен чи пысăк продукци Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăхра туса илнĕ. Унти пĕр ĕне пуçне тивекен сăвăм 3852 килогрампа танлашнă. Вĕсем продукци илессине туллин сыхласа хăварма пултарнă. Çав хушăрах 7 хуçалăхри кăтарту палăрмаллах чакнă.

Малашне вара çур çулхи ĕç-хĕле тишкерчĕç. Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти пур категориллĕ хуçалăхсенчи мăйракаллă шултра выльăх йышĕ 16459 пуç е çакă 95,5 процент пулать. Сысна шучĕ 11547 пуç е 83,4 процент. Чăх-чĕп йышĕ 379,3 пин пуç е 110,6 процент.

Мĕн пур хуçалăхра пĕтĕмпе 2313,6 тонна аш-пăш е 108 процент туса илнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенчи кăтарту 876, 2 тоннăпа е 114,9 процентпа танлашать. Çур çулта 20756,9 тонна сĕт туса илнĕ, иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан 94,3 процент пулать. Ял хуçалăх предприятийĕсенчи ку кăтарту 4467,6 тоннăпа танлашать е 88,6 процент. Пĕр ĕне пуçне тивекен вăтам сăвăм 2071 килограмм. Ку ĕçре яланхи пекех Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăх ырă тĕслĕх кăтартать. Пĕр ĕне пуçне тивекен вăтам кăтарту 3158 килогрампа танлашать. В.В. Макарова оператор кашни ĕнерен 4104 килограмм суса илнĕ. Районти экономика ăмăртăвĕнче ку хуçалăхри тата тепĕр тăватă оператор пысăк сăвăмпа палăрнă.

Пянхи кун тĕлне пĕр ĕнерен вăтамран 11,4 килограмм сĕт суса илеççĕ, Чапаев ячĕпе хисепленекен хуçалăхри ку кăтарту 5,7 килограмм кăна.

Иртнĕ хĕл кунĕ çĕр ĕçченĕшĕн ытла та йывăр пулчĕ, выльăх апачĕ çителĕксĕрри ытти регионсене те çитерчĕ. Апла пулин те 6 ял хуçалăх предприятийĕнче тата 5 фермер хуçалăхĕнче выльăх йышне сыхласа хăварма пултарчĕç.

Çитес хĕл кунĕ валли 5500 тонна утă, 6600 тонна сенаж, 18500 тонна силос янтăлама палăртнă. Çĕр ĕçченĕ вăхăтпа туллин усă курнă, августăн 5-мĕшĕ тĕлне 6140 тонна утă, 6830 тонна сенаж, 16120 тонна силос хатĕрленĕ.

Выльăх апачĕн пахалăхне ÿстерес тĕллевпе хăш-пĕр хуçалăх пропионат кальципе тата ытти тĕрлĕ консервантсемпе усă курнă. Янтăланă апата лаборатори тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă, пахалăхлă апат калăпăшĕ пысăк пулни палăрнă.

– Паян пурин те пĕр тĕллевпе ĕçлемелле. Иртнĕ çул тĕрĕслевне тĕпе хурса май пур таран выльăх апачĕ ытларах хатĕрлемелле, малашне ытти регионтан апат турттарса тăкакланмалла ан пултăр. Апла пулсан мĕн пурнăçланипе кăна çырлахма иртерех-ха, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов хальлĕхе çулса тирпейлеме ĕлкĕреймен улăх-çарана та тимлĕхсĕр хăвармалла маррине палăртса. Улăх-çаран тирпейлесси выльăх апачĕ янтăлассипе кăна çыхăнман. Ăна пуçтарса илни пушар тухас, сарăлас хăрушлăхран та сыхланма пулăшать. Апла пулсан пĕрлехи тăрăшулăхпа ку ыйтăва та аякра хăварас мар, паллах кунта хуçалăх ертÿçисен пуçарулăхĕ ытларах та кирлĕ. Çакăн пек тĕллеве Чăваш Республика Президенчĕ те лартать.

Правительство шайĕнче çĕр ĕçченне пулăшу кÿрес тĕлĕшри тĕрлĕ программа ĕçлет. Çавна май пирĕн района пĕтĕмпе 39 миллион та 963 пин тенкĕ укçа килнĕ, унпа тĕллевлĕ тата туллин усă курнă. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ валли 17 миллион та 276 пин те 390 тенкĕ уйăрнă. Сăмах май палăртса хăвармалла, уйрăм хушма хуçалăхра ĕне выльăх усракансен счечĕсем çине апат туянма уйăрнă укçана куçарма пуçланă.

Августăн 1-мĕшĕнчен пуçласа фермăсене хĕле хатĕрлес тапхăр пуçланчĕ. Сентябрĕн 15-мĕшĕччен вара пур хуçалăхăн та фермăсенче юсав, дезинфекци ĕçĕсене вĕçлемелле. Çавăн пекех ятарлă нормăпа килĕшÿллĕн выльăх-чĕрлĕх тăракан пур фермăна та шуратмалла. Хальлĕхе ку ĕçе «Свобода» хуçалăхра кăна пурнăçларĕç. Çавăнпа та ыттисен те ку ĕçе кая хăвармалла мар.

– Вăхăт вара пире кĕтмест, кĕçех хĕл кунĕсем те çитĕç, çавна май юсав ĕçĕсене пуçăнман тата ку тĕлĕшри ытти ĕçе пурнăçламан хуçалăх ертÿçисене уйрăмах чĕнсе калас килет. Йĕпе-сапа пуçăнасса кĕтмелле мар. Вите-сарайсене тĕрĕс-тĕкел юсамалла, ветеринари тата санитари нормисене пăхăнмалла, – терĕ Владимир Аркадьевич паян тумалли ĕçе ырана хăвармалла маррине палăртса.

Выльăх йышне ÿстересси кулленхи тĕп ыйту пулса тăрать. Çулталăкăн ултă уйăхĕнче вара 100 ĕне пуçне 40 пăру кăна илме пултарнă. Ку кăтарту иртнĕ çулхинчен чакнă.

Тăрăшса ĕçлекенсене вара яланах ырăпа палăртаççĕ, тĕслĕхе илеççĕ. Анлă семинар канашлу та çĕнтерÿçĕсене асăнмасăр иртмерĕ. Районти экономика ăмăртăвĕнче яланхи пекех Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăх сĕт туса илессипе малти вырăна тухрĕ. Ун ертÿçине В.С. Андреева тата хуçалăхри ферма заведующине В.В. Николаева ырăпа палăртрĕç. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем хушшинче И.В. Чернова палăрчĕ. «Свобода» хуçалăх ăратлă сысна ĕрчетессипе чылайранпа çĕнĕ технологипе ĕçлет, пахалăхлă продукци тата тупăш туса илет. Çавна май хуçалăх ертÿçине В.К Ананьева тата ферма заведующине В.В. Никитина ырă енчен асăнчĕç. Вĕсем пурте Тав çырăвĕсене тата асăнмалăх хаклă парнесене тивĕçрĕç. Çавăн пекех ĕçре палăрнă ытти ĕçченсене те ырăпа асăнчĕç.

Р. МАКАРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика