10 августа 2011 г.
Хыçра – çичĕ уйăх
Промышленность
Кăçалхи январь–июль уйăхĕсенче районти промышленность предприятийĕсенче пĕтĕмпе 858436,4 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан ку вăл 139,1 процент пулать. Пĕлтĕрхинчен ÿсĕмлĕрех ĕçлекен предприятисем шутĕнче «Сундырь-Хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă общество (22259 пин тенкĕ – 117 процент), акционерсен «Муркашри автомобильпе техника сервисĕ» уçă обществи (2610 пин тенкĕ – 100,4 процент), акционерсен «Сеспель» хупă обществи (574886 пин тенкĕ – 187,8 процент), «Моргауши-Хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă общество (15301 пин тенкĕ – 125,6 процент), «Моргаушское» пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕ (14452 пин тенкĕ – 124,5 процент), «Моргаушимежрайгаз» филиалĕ (39327 пин тенкĕ – 111 процент).
Акционерсен «Муркашри кирпĕч завочĕ» уçă обществи ĕç кăтартăвне иртнĕ çулхи шайран 5,7 процент, акционерсен «Муркашри сĕт завочĕ» уçă обществи 17,4 процент, «Моргаушкорм» чикĕллĕ яваплăхлă общество 9,4 процент, «Сундырское» пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕ 1,1 процент, акционерсен «МСО «Моргаушская» хупă обществи 71,4 процент, Муркаш почтамчĕ 20,9 процент чакарнă.
тавар сутасси
Икĕ райпо та пĕлтĕрхинчен ÿсĕмлĕрех ĕçлеççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа ваккăн тавар сутассин калăпăшĕ районĕпе 435995,9 пин тенкĕпе (117,9 процент) танлашнă. Мăн Сĕнтĕрсем тĕрлĕ тавар 142628 пин тенкĕлĕх (117,2 процент), Муркашсем 252346,9 пин тенкĕлĕх (119,3 процент), суту-илĕвĕн ытти предприятийĕсем 41029 пин тенкĕлĕх (112,1 процент) реализациленĕ.
Строительство
Инвестицисемпе усă курасси иртнĕ çулхи шайран ÿснĕ. Кăçал пĕтĕмпе 242817,5 пин тенкĕлĕх инвестицисемпе усă курнă. 242817,5 пин тенкĕлĕх (109,3 процент) çурт-йĕр хута янă.
ĔÇ рынокĔ
Ĕçсĕррисем пĕтĕмпе 67 çын. Вĕсен шучĕ иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 55 çын чухлĕ чакнă. Ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,31 процент.
Э. СИМАКОВА,
район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕ.