Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен хаваслă вăййи-кулли – чи хакли

10 августа 2011 г.

Ачасен хаваслă вăййи-кулли – чи хакли

Шкулсенче ача сассисем янăрама пуçличчен çур уйăх ытларах юлчĕ пулсан ача сачĕсенче шăпăрлансен сасси çăвĕпех татăлмасть темелле. Юсав ĕçĕсем ирттернĕ чухне çеç садиксем шăпланса илеççĕ.

Пирĕн районти пур садикра та çак ĕçсемпе пĕрлех илем кĕртесси çине те тимлĕх ытларах уйăрма пуçларĕç. Садик тĕрлĕ конкурса хутшăнса парне е грант выляса илмесĕр малалла аталанасси йывăртараххăн пулса пынине аван ăнланаççĕ ача сачĕсен ертÿçисем. Хавхалантарăва кура воспитательсемпе кĕçĕн воспитательсем те ал ĕçĕн «тĕрлĕ сферинче» ăстаран та ăста пулса тăчĕç ĕнтĕ. Мĕн кăна шутласа кăлармаççĕ пулĕ вĕсем! Чи пĕлтерĕшли вара – вĕсем ăсталанă япаласем ачасене килĕшни. Пепкесем садик картишĕнче хавасланса выляса кулни вĕсемшĕн паха парне вырăнне.

Шкулсем çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕррине тĕрĕсленипе пĕрлех районти ятарлă комисси ача сачĕсене те тĕрĕслерĕ. 16 ача садĕнчен пĕринче – Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи «Радугăра» – çивитти юсас ĕçсем пыраççĕ. Кирлĕ материал туяннă. Çак эрнере строительсем ĕç вĕçлессе шанаççĕ.

Ыттисем ачасене йышăннă ĕнтĕ. Вĕсенче те палăрăмлă ĕçсем пурнăçланă. Орининти «Золушкăра» акă хутса ăшăтмалли системăна çуса тасатнă. Мăн Сĕнтĕрти «Мечтара» çивитти юсаса çĕнетнĕ. Москакассинчи ача садĕнче те çивитти юсаса çĕнетеççĕ, 25 ачаран тăракан ушкăн валли пушă пÿлĕм юсаса хута яраççĕ. Йÿçкассинчи «Василек» ача садĕнче ăшă трассине юсассипе тимлеççĕ, Отарккăри «Малышра» шыв пăрăхĕсен тытăмне юсаса çĕнетеççĕ. Çак уйăхра «Путене» ача садĕнче чÿречесене, шыв пăрăхĕсемпе канализаци пăрăхĕсене çĕннисемпе ылмаштармалла. «Рябинушкăра» ача садне кĕмелли алăксене улăштарнă.

Отарккăри «Малыш» ача садĕнче пĕлтĕр çивитти улăштарма май килнĕшĕн паян садик ĕçченĕсемпе ачасем кăна мар, ашшĕ-амăшĕ те питĕ кăмăллă. «Çак пысăк ĕç пурнăçлантăр тесе район администрацийĕ садик коллективне тата пире, ашшĕ-амăшне, ăнланса хирĕç утăм тунишĕн, пулăшнăшăн тав тăватпăр», – теççĕ кунта çÿрекен ачасен ашшĕ-амăшĕсем.

Кăçал вара пÿлĕмсенче юсав ĕçĕсем пурнăçланипе пĕрлех воспитательсемпе кĕçĕн воспитательсем картишĕнчи тирпей-илемшĕн ырми-канми тăрăшрĕç. Ытти садиксенче пластикран хатĕрленĕ япаласем чылай пулсан кунта вара ачасене ытларах йывăçран тата машина кустăрмисенчен хатĕрленисем савăнтараççĕ.

Районти çулталăк çурăран пуçласа 7 çулчченхи 1530 ача (60,9 процент) ача сачĕсене тата шкулсем çумĕнче йĕркеленĕ шкулчченхи ушкăнсене çÿрет.

Пур ачана та хальлĕхе, шел пулин те, ача садĕнчи вырăнпа тивĕçтерме май çук. Тăват çĕре яхăн ача «черетре тăрать». Муркашра, Мăн Сĕнтĕрте тата Москакассинче ку ыйту уйрăмах çивĕч. «Çакна шута илсе ĕнтĕ кăçалхи пĕрремĕш çур çулта ача сачĕсенчи ушкăнсене нумайрах ача вырнаçтарса пĕтĕмпе 78 ача валли вырăн туса патăмăр», – пĕлтерчĕ район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ З.Ю. Дипломатова. Ушкăнсенче ача шучĕ хушăнни санитарипе гигиена требованийĕсене хирĕçлеменнине каларĕ вăл: «Кăçалхи январĕнчен вăя кĕнĕ çĕнĕ требованисемпе килĕшÿллĕн ушкăнри пĕр ачана 2,5 тăваткал метр лаптăк тивĕçмелле».

Иккĕмĕш çур çулта акă «Колокольчикра» хушма ушкăн йĕркелеççĕ.

Палăртнă тăрăх 2012 çулта Муркашри лицей вырнаçнă çурта ача сачĕ валли реконструкцилеме тытăнмалла. Унта 60 ача çÿреме пуçлĕ. Çапла вара çитес вăхăтра черет кăшт кĕскелесси курăнать.

Сосновкăри тата Шатракассинчи тĕп шкулсем çумĕнче шкулчченхи ачасен кĕске вăхăт хушши пулмалли ушкăнсем ĕçлеççĕ. Ашшĕ-амăшĕн вара ушкăнсене тулли кунпах ĕçлеттерес кăмăлĕ пысăк. Анчах та ку ыйту хальлĕхе уçă юлать.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика