10 августа 2011 г.
Ылтăн хурт ĕçчен çынна кăмăллать
Районта ултă ял хуçалăх предприятийĕ утар тытать. Вĕсенче 300-е яхăн çемье шутланать. Ку енĕпе тăрăшакан фермерсем те пур районта. Уйрăм хушма хуçалăхра хурт-хăмăрпа ĕçлекенсен йышĕ пĕчĕк мар. 300 ытла çын ăна ĕрчетсе хушма тупăш илет, ку отрасльти тĕрлĕ продукципе усă курать.
Хурт-хăмăр ĕрчетес ĕçри вăрттăнлăха йăхран йăха тăсакансем вара пысăк хисепе тивĕç. Ашшĕ-амăш, аслашшĕ-асламăш йăли-йĕркипе пурăннине мĕн çиттĕр.
– Атте-анне пире мĕн пĕчĕкрен çак ĕçе хăнăхтарса ÿстернĕ, – тесе сăмахлать вĕлле тавра аппаланнă май Хорнуй ял тăрăхне кĕрекен Платкасси ялĕнчи Ирина Семеновна Михайлова ашшĕ-амăш тата аслашшĕ-асламăш ĕçне паян кунта малалла аталантарма тăрăшса. Хурт-хăмăр ĕрчетес ĕçре вĕсен чăн-чăн династи. Апла пулсан çак ĕç яланах хĕмленсе, аталанса пытăр.
Халĕ хурт-хăмăр ăсти «Путь Ильича» агрофирмăн утарĕнче ырми-канми тăрăшать. Çак ĕç уншăн пĕрре те ют мар, çакă унăн чун-чĕри кăмăллакан ĕç пулса тăрать. Мĕншĕн тесен вăл утар ĕçĕпе мĕн пĕчĕккĕллех паллашнă. Аслисем утарта ĕçленĕ май Иринăна унта илсе кайнă.
– Астăватăп-ха, аттепе анне унта ир каятчĕç те каç еннелле кăна таврăнатчĕç, манăн киле юлас килместчĕ. Утарта вĕсем ĕçленĕ еннелле каяттăмччĕ те пыл хурчĕсем мана сăхни те сахал мар пулнă. Çапах та эпĕ вĕсенчен ытла хăрамастăмччĕ. Çапла вара аттепе анне ĕçленине, мĕн хыççăн мĕн ĕç тунине сăнаттăмччĕ. Майĕпен хăнăхрăм пулмалла. Кăшт ÿсерехпе вĕсемпе çирĕппĕнех ĕçлеме пуçларăм. Вĕрен, ачам, пирĕн ĕçе малалла санăн тăсмалла пулĕ тетчĕç вĕсем, – аса илет Ирина ун чухнехине.
Халĕ вара çак сăмахсене Ирина Семеновна хăй ачисене калать, хисеплĕ ĕçе пиллет. Вĕлле хурчĕсене пăхасси çăмăллисен шутĕнче мар, пĕччен ниепле те пурнăçласа пĕтереймĕн. Вĕлле хурчĕн пĕлтерĕшне, Турă кайăкĕн пултарулăхне, ылтăнпа танлаштараççĕ. Вĕсене пăхакансем те çакăнтан аякра тăмаççĕ. Иринăпа амăшĕ тăрăшакан утар тавра ешĕл чăрăшсем, патвар юмансем, лаштра çăкасем камăн аллисем лартнипе ешереççĕ-ши; Паллах, пурнăçа хаклама пĕлекен, тивĕçлĕ пурăнма тăрăшнă ашшĕ-амăш лартнăран тавралăха, утара илем кÿреççĕ вĕсем. Тĕрлĕ йывăç хушшинче вĕлле хурчĕсен сасси йышĕ ытла сахал мартан кĕр кĕрлесе тăрать. Кунта вара тирпейлĕх хуçаланать, тăван кил пекех.
– Хам мăшăрпа ăсталанă пур япала та иртнĕ çулсене, хура-шурне пĕрле чăтса ирттернĕ ĕмĕре, ырă вăхăтсене аса илтерет мана. Шел хăш-пĕр самантсем ырă тĕлĕк пек кăна. Мĕн тăвăн, пурнăç чăнлăхĕ çапла. Яш çулсенче чăнах та ларма-тăрма та вăхăт пулман пулĕ. Халĕ те ачасемшĕнех тăрăшатăп, хурт-хăмăр пăхса, ытти ĕçре пулăшатăп, – тет сакăр вунă çула çывхаракан, сахал мар хура-шур курнă хĕрарăм.
Ăçта çуралнă – çавăнта кирлĕ пулнă теççĕ халăхра. Ку сăмахсене хурт-хăмăр ăстипе çыхăнтарма пулать. Вăл тăван кĕтесрен, ашшĕ-амăш кил-çуртĕнчен ытла аякка кайман, çав ялтах çемье çавăрнă. Çакă аслă ăрурисемшĕн меллĕ пулнă, пĕр-пĕрне яланах пулăшма май килнĕ. Çавăнпа та Ирина кун-çул парнеленĕ ашшĕ-амăшне хăпартланса тав сăмахĕ калать.
– Тавах атте-аннене, вĕсен тивлечĕпе, кулленхи пулăшăвĕпе эпĕ малаллах туртăнатăп, ачасене ура çине тăратассишĕн тăрăшатăп, – тесе сăмахлать Ирина Семеновна çÿлелле улăхакан хурт-хăмăра тинкернĕ майăн.
Утарти вĕллесен шутне ыйтмаççĕ тенине пĕлетĕп-ха, çапах та пĕр вĕллерен мĕн чухлĕ пыл илнине ыйтма хăю çитертĕм. Ăна вăл вăрттăнлăхра хăвармарĕ, пĕр вĕллерен çитмĕл килограмм таран пыл илнине палăртрĕ.
Апла пулсан хурт-хăмăр кашни çулах пысăк тупăш патăр, ăстасен Турă кайăкĕн пархатарĕпе ытларах усă курма май килтĕр, ăна валли вĕлле хурчĕ пек вăр-варлăх пултăр. Р. Илларионова.