Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кану хыççăн – шкула

06 августа 2011 г.

Кану хыççăн – шкула

Çуллахи каникул вăхăтĕнче канма хăнăхнă ачана сентябрĕн 1-мĕшĕнче тÿрех вĕренĕве явăçтарма çăмăлах мар. Апла пулин те кашни ашшĕ-амăшĕ çакна тĕрĕс тума пултарать.

Ачăрпа шкулти юлташсем пирки сăмах пуçлăр. Ăна шкулта пулса иртнĕ савăнăçлă самантсене, пĕлтĕр вĕренме интереслĕ пулнине аса илтерĕр. Шкулта тунă сăн ÿкерчĕксене, видеоматериалсене те пăхса тухăр. Çĕнĕ портфель, тетрадь-ручка тата ытти кирлĕ хатĕрсем туянма лавккана пĕрле кайăр. Ачăра хăйне килĕшекеннисене суйласа илме ирĕк парăр.

Çĕнĕ япаласемпе шкула кайиччен усă курма чарăр. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче çĕнĕ хатĕрсемпе шкула кайсан унăн кăмăлĕ ытларах хăпарĕ.

Çÿлерех илсе панă сĕнÿсене пĕр кунта пурнăçламалла мар паллах. Ачана шкул пурнăçĕн таппине майĕпен хăнăхтармалла.

Т. Павлова, вĕрентекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика