06 августа 2011 г.
Туй «çумăрĕ»
Паян район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче туй «çумăрĕ» çурĕ тейĕн. Пĕр кунта 11 мăшăр çемье çавăрчĕ!
Малтанхи çичĕ уйăхра вара пурĕ 88 çĕнĕ çемье йĕркеленчĕ. Çемьесем арканнин шучĕ чакса пыни те савăнтарать. Кăçал пĕлтĕрхинчен 24 çемье сахалрах арканнине регистрацилерĕмĕр.
Кашни çемьерех ача çурални пысăк савăнăç. Кăçалхи 7 уйăхра акă районта 230 ача çуралчĕ: 120 арçын ачапа 110 хĕр ача.
Е. ИВАНОВА, ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ.