06 августа 2011 г.
Ĕçе тухиччен професси ăсталăхне ÿстерме пулать
Ĕç рынокĕнче хĕрарăмсене пулăшу парас тесе районти ĕçпе тивĕçтерекен центр республикăн тĕллевлĕ программине («Чăваш Республикинчи ĕç рынокĕнчи йывăрлăхсене сирмелли хушма мероприятисем çинчен») пурнăçлама пуçларĕ. Программăна республикăн Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе кăçал январĕн 21-мĕшĕнче çирĕплетнĕ.
Программа çулталăк çурăран пуçласа виçĕ çулхи ачана пăхма отпуск илнĕ ĕçлекен амăшсене пырса тивет. Кăçал çулталăк пĕтиччен (отпуск вĕçленнĕрен) ĕçлеме тухас текен çамрăк амăшĕсен унччен професси ăсталăхне ÿстерме е урăх профессие вĕренме май пур.
Тĕрлĕ курссенче вĕренме пулать – пĕр уйăхран пуçласа ытларах вăхăта тăсăлаканнисенче те. Вĕреннĕ чухне амăшсене стипенди тÿлеççĕ. Çак тăкака предприятие районти ĕçпе тивĕçтерекен центр саплаштарать. Çапла майпа ĕçлеме тухас текен хĕрарăм хăйĕн ăсталăхне ÿстерет, ăна ĕç паракан вара бюджет субсидийĕпе «вĕрентсе кăларать». Çул çине каякан тата пурăнмалли вырăншăн тÿлемелли тăкаксене те ĕçпе тивĕçтерекен центр саплаштарать.
Ĕçпе тивĕçтерекен центртан хальлĕхе асăннă категорие кĕрекен 4 хĕрарăм «Оператор АСБУ 1С: Предприятие» профессие вĕренет. Ĕçпе тивĕçтерекен центра пулăшу ыйтма пыракан хĕрарăмсене кĕçех мĕнле курссем йĕркелессине, палăртнă программăпа вĕренме мĕнле условисем пурнăçламаллине ăнлантаратпăр. Вĕренÿ тÿлевсĕр пулин те чылай хĕрарăмăн чăрмав сахал мар: ачине никампа хăварма май çук, ĕç рынокĕнче халĕ ыйтман профессие вĕренесшĕн тата ытти те.
Кăçал ĕçе тухма хатĕрленекен хĕрарăмăн професси ăсталăхне ÿстерес е урăх профессие вĕренес кăмăл пур пулсан унăн ĕç вырăнĕнчи кадрсен пайне çакăн пирки пĕлтермелле. Унтан вара районти ĕçпе тивĕçтерекен центра заявка тăратмалла. Заявка тăрăх центрта программăна кирлĕ улшăнусем кĕртетпĕр. Улшăнусене çирĕплетнĕ хыççăн хĕрарăмсене вĕренме яратпăр.
Район администрацийĕн ĕçпе тивĕçтерекен центра 63-3-96 номерпе шăнкăравласа тулли информаци илме пултаратăр.
И. ДИМИТРИЕВА,
ĕçпе тивĕçтерекен центр ертÿçи.