Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пахчара яланах пахча çимĕç чылай ÿснĕ»

06 августа 2011 г.

«Пахчара яланах пахча çимĕç чылай ÿснĕ»

«Пирĕн пахчара яланах пахча çимĕç чылай ÿснĕ, курăк мар», – çĕр улми ÿстерсе тупăш илессине мĕнрен пуçласа янипе кăсăклансан Валерий Николаевич Семенов çапла хуравларĕ.

Ку вăл пĕр çирĕм çул каяллах пуçланнă-ха. Халĕ вара Чуманкасси ял тăрăхне кĕрекен Çĕньял Апаш ялĕнчи Семеновсем пахчари çĕрпе кăна мар, утмăл сотка çĕрпе те, пай çĕрĕсемпе те пĕлсе усă кураççĕ. Май пур таран тупăш илме тăрăшаççĕ.

Акă эпĕ çитнĕ чух мăшăр шăпах ир пулакан çĕр улмине пахчари пĕр лаптăк çинче пуçтарса тирпейлесе пĕтернĕччĕ. Вĕсем ăна тĕп хулари лавккана леçсе пама калаçса татăлнă. Пĕтĕмпе вара хальлĕхе ир пулакан çĕр улмие пĕр гектар çинчен пухса илнĕ те ĕнтĕ.

«Кăçал ир пулакан «жуковский» çĕр улми лайăх тухăç пачĕ. Халĕ ак «любавăпа» ĕçлемелле, хыççăн «снегирь», «удача» кăлармалла пулать, – ĕçе тĕрĕс йĕркелесси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ Семеновсем. – Пур чухне çĕр улмие нумайшарăнах вырнаçтарма май пулмасть. Ир пулса çитекен çĕр улмие маларах кăшт хаклăрах хакпа вырнаçтарнă пулсан халĕ хаксем чаксах пыраççĕ. Çитменнине ял халăхне кирлĕ тавар хакĕсем ÿссеççĕ. Пахча çимĕç, сĕт-çу хакĕсем лавккасенче ытла йÿнелмеççĕ пулин те туса илекен ăна пĕрре «тĕлленĕ» хакпах вырнаçтараймасть. Пахча çимĕç пулса çитнĕ вăхăтра ăна питĕ йÿнĕ хакпа паратпăр-çке. Çĕр улми пухса илессинче усă куракан транспорт вара топливо та, бензин та, саппас пайĕсем те ыйтать. Акă тырă хакнех патшалăх шайĕнче шайлаштарса тăраççĕ. Çĕр улмипе вара, шел те, патшалăх енчен кун пек контроль çук», – тупăш туса илесси айккинчен пăхсан çеç пĕр тикĕс пынăн туйăннине калать Валерий Николаевич.

Сортлă çĕр улми лартса ÿстернĕрен Семеновсем патне тăкаксен пĕр пĕчĕк пайĕ каялла дотаци евĕр таврăнать. Топливо илсе усă курнипе вара дотаци илме май çук хальлĕхе çĕр ĕçченĕн. Ульяновск хулинчен илсе килнĕ топливо хакне çеç саплаштарать патшалăх. Пысăк организацисем кÿрсе килĕç-ха ăна. Уйрăм çĕр ĕçченĕн çапла тума май çук.

Ĕçленин усси пурах. Кăна мăшăр пытармасть те. Пĕлтĕр çеç акă çĕнĕ трактор, ытти хатĕрсем туянма пултарнă вĕсем. Пĕтĕмпех ĕçре кирлĕ. Çĕр çинче ĕçлекен пуяйман тенĕ пек Валерий Николаевичпа Галина Геннадиевна та çак ĕçе хăйсене кăмăла кайнăран пăрахмаççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă ĕнтĕ вĕсем, çапах та лăпкă пурнăç шырамаççĕ. Çĕр улми ÿстерни ачисене ытларах пулăшма та май парать. Ывăлĕпе икĕ хĕрĕ те çемьеллĕ. Сăмах май уйăх каялла çеç-ха Семеновсен йышлă çемйинче улттăмĕш мăнук çуралнă. Вăл та ÿссен кукашшĕпе кукамăшĕн пулăшаканĕ пуласси паллă: ку çемьере ĕçрен пăрăнакан çук. Акă ывăлĕпе кĕрÿшĕ хуларан çитрĕç кăна, ашшĕпе амăшне сывлăх суннă хыççăн тÿрех хăш лаптăкри çĕр улмие кăлармалли пирки ыйтрĕç. Пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса çитĕнсен ăна пурнăç тăршшĕпех килĕштеретĕн çав...

Ачисем килессе пĕлсе Галина Геннадиевна апат пĕçерме çĕр улми шурататчĕ. «Хăш сорчĕ тутлăрах;» – ыйтатăп унран. «Пурте тутлă. «Любава» та тутлă. Кăçал тата çĕнĕ сорт лартса пăхрăмăр – «колобок». Тутлăлăхĕпе ăна çиткенни çук пек туйăнать. Сап-сарă çĕр улми, нимĕр тума та питĕ меллĕ», – малтан шкул столовăйĕнче поварта ĕçленĕрен хăш çĕр улми мĕнле апата юрăхлăраххине пĕрре пăхсах пĕлет упăшки калашле, халĕ «тĕп бухгалтер» ĕçне пурнăçлаканскер.

Вăл тимленипех вăрлăх сухана ещĕксене тасатса тирпейлесе хунă та. Тухăç çине пăхма кăмăллă. Галина Геннадиевна тăрăшнипе пахчара, пÿрт умĕнче, пÿртре те илемлĕ чечексем ешереççĕ. Хĕлле валли нÿхреп те пуянланса пырать.

Мăшăр пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленĕрен ĕнтĕ кил картишĕ выльăх-чĕрлĕхпе, кайăк-кĕшĕкпе пуян. Инди кăвакалĕсем те пĕр пусалăх кăна мар, чăххи-чĕппи те... Паллах, харпăр хăй туса илнĕ пахча çимĕç те, аш-пăшĕ те лайăхрах.

Пыл хурчĕсем те тытаççĕ Семеновсем. Çак ĕçе пĕр вунă çул каялла пуçăннă. «Çĕнĕ вĕлле илсе сăрласа лартрăм ун чухне. Тепĕр куннех мăшăр «сан пата кĕтнĕ хăнасем килнĕ» тесе пĕлтерчĕ. Пыл хурчĕсем вĕлле лартса панă хыççăнхи кунах килсе тĕпленчĕç. Çавăнтанпах çулсерен çемьесен йышне пысăклатма тăрăшатпăр», – тет Валерий Николаевич.

Вĕлле хурчĕсемпе аппаланасси те, çĕр çинче ĕçлесси те нумай вăхăт, чăтăмлăх ыйтать. Семеновсем вара ĕçрен хăрамаççĕ. Акă виноград та кăçал тутанмалăх çырла туса панă. Кĕçех хур-кăвакал сунарне çÿреме «сезон уçăлать». Районти чи ăста сунарçăсенчен пĕри ăна валли те хатĕрленнĕ. Ял тăрăхĕнче «Чапаев парнисемшĕн» ятпа çулсерен нумай енпе иртекен спорт ăмăртăвĕ те Валерий Николаевичсăр иртмест. Ĕçчен çын пур çĕре те ĕлкĕрет, вăхăта сая ямасть.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика