Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çырлана маринадлар-и?

06 августа 2011 г.

Çырлана маринадлар-и?

Крыжовник

Сип-симĕс крыжовник илмелле. Малтан ăна тасатас пулать. Кайран вара варени вĕретнĕ чухнехи пек вĕри шывпа сапмалла. Пылаклатнă уксуса корица, тикĕт курăкĕ (гвоздика), çавăн пекех чие йывăçĕн çулçисене хушса пĕçермелле. Çак хутăш вĕреме кĕрсенех ăна крыжовник çине ярас пулать. Хыççăн вара вăйсăр çулăм çинче 5 минутран тытăнса 8 минут таран вĕретмелле.

Хурлăхан

Крыжовник маринадланă пекех маринадламалла. Пылаклатнă уксус çине корицăпа тикĕт курăкĕ вырăнне ваниль яма сĕнеççĕ. Кам кăмăллать – корицăпа тикĕт курăкĕ те яма пултарать. Анчах та симĕс тĕсе сыхласа хăварма пулăшакан чие йывăçĕн çулçине хурлăхан маринадланă чухне яма кирлĕ мар. Ытларах чухне хĕрлĕ тата шурă хурлăхана маринадлаççĕ. Хура хурлăхан вара спиртра лайăх упранать.

Хура Çырла (черника)

Çуса тасатнă хура çырлана лайăх эрех уксусĕнче вĕретмелле. Çырла çурăлса каясран пăхса тăрас пулать. Сивĕннĕ хыççăн банкăсене ярса тухмалла, корицăпа тата тикĕт курăкĕпе техĕмлентермелле. Хыççăн вара сăрăхтарнă хыççăн унччен хура çырлана вĕретнĕ эрех уксусне ярса тухмалла та банкăсене хупăлчаламалла. Çиес умĕн çырла çине сахăр сапмалла.

Слива

Ытти çырлана маринадланă чухнехи пекех пылаклатнă уксус хатĕрлемелле. Хутăш вĕреме кĕрсен унта шăлса тасатнă сливăна ямалла та темиçе минут хушши хуппи çурăлма тытăниччен вĕретмелле. Кайран çимĕçе кăлармалла, кăштах кушăхтармалла та банкăсене хурса тухмалла. Уксусне вара татах вĕретес пулать. Сивĕннĕ хыççăн ăна слива çине ярса тухасси кăна юлать.

Чие

Пылаклатнă уксус хутăшне лайăх вĕретес пулать. Çиелти кăпăкне тăтăшах пуçтарса тăмалла. Кайран хутăша сивĕтмелле. Чие çырлине банкăсене ретĕн-ретĕн корицăпа тикĕт курăкĕ хушса хурса вырнаçтармалла. Банка тулчĕ пулсан унта сивĕтнĕ уксус хутăшне те яма юрать. Чие тутине кура уксус ăшне сахăр мĕн чухлĕ хушассине те хăвăрăн пăхас пулать.

1913 çулта Санкт-Петербургра пичетленнĕ

«Хозяйственный ежегодник» кĕнекерен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика