06 августа 2011 г.
Ирĕклĕ взноссемшĕн налук тавăраççĕ
Пенсисене патшалăх финанслассин Программине хутшăнакансем 260 тенкĕрен тытăнса 1560 тенкĕ таран хăйсене каялла тавăрма пултараççĕ.
Программăна хутшăнса ирĕклĕ майпа 2000 тенкĕрен тытăнса 12000 тенкĕ таран хывнă страховани взносĕсемшĕн 13 процент налук вычетне илме май пур. Çавна валли налук инспекцине тупăшсем пирки деклараци тăратмалла тата социаллă налук вычечĕ валли заявлени çырса памалла. Хушма страховани взносĕсем тÿленине çирĕплетекен документсем шутĕнче банк квитанцийĕсем е ĕç параканран илнĕ справка. 3 çул хушшинче тупăшсене декларацилеме тата вычет илме пулать.
Районĕпе 200 çынна яхăн (республикипе 8 пин çынна яхăн) хăйсен пенсийĕ валли хушма взнос тÿлесе тăрать. 2009–2010 çулсенче тÿленĕ пĕтĕм сумма районĕпе 1,5 миллион тенкĕпе танлашнă, республикипе 69 миллион тенкĕ ытла пулнă.
Аса илтеретпĕр. Патшалăх финанслассин Программине 14 çултан тытăнса хутшăнма пулать. Программăна хутшăнакан çын тÿленĕ 2 пинрен тытăнса 12 пин тенкĕ таран взноса патшалăх икĕ хут ÿстерсе парать. Хушма страховани взносĕсене уйăхсерен те, пĕр хут та ĕçлекен вырăнта е кирек хăш банкра та тÿлеме пулать. Хушса финанслассине ĕç паракан та хутшăнма пултарать. Патшалăх финасласси гражданин пĕрремĕш хут взнос хывнăран тытăнса 10 çула пырать. Патшалăх финанслассин Программи пирки тулли информацие Раççей Пенси фончĕн сайтĕнче вырнаçтарнă (wwwĕpfrfĕru). Ыйтусем пулсан Пенси фончĕн районти управленине 62-2-80 номерпе е талăкĕпех тата тÿлевсĕр йышăнакан 8-800-505-55-55 номерпе шăнкăравлама пултаратăр.
О. АЛЕКСЕЕВА,
Пенси фончĕн районти управленийĕн пай пуçлăхĕ.