06 августа 2011 г.
Эпир çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр
Паянхи кун пурнăç уттипе тан утса пыма çăмăл мар. Шкул ĕç-хĕлне тĕрĕс тата туллин пурнăçлама укçа-тенкĕ çитменрен тĕрлĕ йывăрлăх ума тухать. Апла пулсан та ашшĕ-амăшĕн, юнашар ĕçлекен предприятисен, уйрăм предпринимательсен, учительсен пĕрлехи тăрăшулăхĕпе йывăрлăха çĕнтерме пулатех.
Пирĕн шкулта халĕ çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленес хĕрÿ тапхăр пырать. Çавна май эпир ача сачĕн площадкине йĕркелерĕмĕр, çĕнĕ сăн-сăпат кĕртрĕмĕр. Çак ĕçе хутшăннă Шурчари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул администрацийĕн коллективне, ача садне çÿрекен ачасен ашшĕ-амăшĕсене ырăпа асăнас килет, ятран тав сăмахĕ калас килет.
В.И. Якоб, Е.И. Лазарева, Э.А. Рыжков, О.Д. Рыжкова, А.В. Семенов, Л.Н. Иванова, В.А. Фадеев, В.И. Павлов, С.В. Павлов, С.Г. Павлова, А.В. Сальников, М.М. Сальникова, А.В. Салтыков, Н.И. Иванова, О.Г. Павлова, С.Г. Дмитриева, А.М. Кудашов чăн-чăн маттурсем пулчĕç, пултарулăхпа, пуçарулăхпа палăрчĕç. Çавна май шкул администрацийĕ вĕсене пурне те чун-чĕререн тав тăвать, çирĕп сывлăх, çемьере килĕшÿ сунать. Пысăк ĕçе пурнăçлама пулăшнăшăн сирĕн вăй-хал ан иксĕлтĕр, кунран-кун хутшăнса пытăр. Çавăн пекех çак ĕçе йĕркелесе ертсе пынăшăн О.В.Степанова тата С.М.Черкесова воспитательсене пысăк тав. Ачасемпе ĕçлес шухăш-кăмăл çĕкленсех, хушăнсах пытăр.
Çав вăхăтрах шкул çуртĕнче те хĕрÿ ĕç пычĕ. Кунта çĕнĕ вĕренÿ çулĕ валли юсав ĕçĕ иртрĕ. Пысăк ĕçе пурнăçлама пире «Герой» хуçалăх (ертÿçи Р.Н. Тимофеев), Муркаш райповĕ (ертÿçи Б.В.Андреев), В.В.Бардасов уйрăм предприниматель, О.Л. Львов ачасен ашшĕ, ытти ашшĕ-амăшĕ тата шкул ĕçченĕсем укçа, стройматериал парса пулăшрĕç. Тавах сире пурне те пулăшушăн.
Çапла вара пĕрлехи тăрăшулăхпа пирĕн шкула çĕнĕ сăн-сăпат кĕчĕ. Ахальтен каламан ĕнтĕ халăхра пĕрлĕхре вăй тесе.
Сире тав тăвакан шкул администрацийĕ.