Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш эрне – пĕрремĕш çĕнтерÿçĕсем

06 августа 2011 г.

Пĕрремĕш эрне – пĕрремĕш çĕнтерÿçĕсем

Вырмана хутшăнакан механизаторсен районти конкурсĕн итогĕсене пĕтĕмлетес енĕпе йĕркеленĕ комиссин пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ. Вырмана хутшăнакан комбайнерсен июлĕн 29-мĕшĕнчен тытăнса августăн 4-мĕшĕчченхи ĕçĕн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. Пĕрремĕш эрне – пĕрремĕш çĕнтерÿçĕсем.

«Акрос-530» тата «Дон-1500» класлă комбайнпа ĕçлекенсем хушшинче çаксем малта:

1-мĕш вырăнта – Суворов яч. хис. хуçалăхри Радонеж Виссарионович Кузнецов экипажĕ («Акрос-530» комбайнпа 520 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ).

2-мĕш вырăнта – «Герой» хуçалăхри Валерий Васильевич Ердуков экипажĕ («Дон-1500» комбайнпа 192 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ).

3-мĕш вырăнта – В.В. Бархаткин хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи Владислав Валерианович Бархаткин экипажĕ («Дон-1500» комбайнпа 190 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ).

«Вектор», «Полесье» тата «Енисей-954» класлă комбайнпа ĕçлекенсем хушшинче çаксем малта:

1-мĕш вырăнта – Ильич яч. хис. хуçалăхри Олег Мефодьевич Григорьев экипажĕ («Полесье» комбайнпа 234 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ).

2-мĕш вырăнта – Чкалов яч. хис. хуçалăхри Болеслав Николаевич Никитин экипажĕ («Вектор» комбайнпа 193 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ).

3-мĕш вырăнта – «Ударник» хуçалăхри Владимир Алексеевич Степанов экипажĕ («Полесье» комбайнпа 157 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ).

«Енисей-1200» класлă комбайнпа ĕçлекенсем хушшинче:

1-мĕш вырăнта – «Восток» хуçалăхри Сергей Валериянович Наумов экипажĕ (230 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ.

2-мĕш вырăнта – «Оринино» хуçалăхри Ростислав Витальевич Ильин экипажĕ (113 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ).

3-мĕш вырăнта – Е. Андреев яч. хис. хуçалăхри Анатолий Николаевич Ермаков экипажĕ (109 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ).

«СК-5 «Нива» класлă комбайнпа ĕçлекенсем хушшинче:

1-мĕш вырăнта – «Герой» хуçалăхри Владимир Иванович Васильев экипажĕ (35 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ).

2-мĕш вырăнта – «Герой» хуçалăхри Василий Викентьевич Васильев экипажĕ (25 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ).

3-мĕш вырăнта – «Восток» хуçалăхри Ростислав Васильевич Васильев экипажĕ (18 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ).

Конкурс итогĕсемпе килĕшÿллĕн 1-мĕш вырăна тухнă экипажсем 300-шер тенкĕлĕх, 2-мĕш вырăна тухнисем 200-шер тенкĕлĕх, 3-мĕш вырăна тухнисем 100-шер тенкĕлĕх свидетельствăсене тивĕçнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика