06 августа 2011 г.
Вырма сарăлать
Районти хуçалăхсенче вырма ĕçĕсем сарăлса пыраççĕ. Ĕнерхи кун тĕлне пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче тĕш тырă культурисене пĕтĕмпе 1508 гектар çинче вырса çапнă. Ку вăл планпа пăхнин 10 проценчĕ пулать. Вырма ĕçĕсем «Восток» (31 процент), Ильич яч. хис. (15 процент), «Оринино» (16 процент), «Свобода» (18 процент), Суворов яч. хис. (18 процент), «Ударник» (12 процент), В.В. Бархаткин хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикинче (32 процент) ăнăçлăрах пыраççĕ.
Районĕпе кĕрхи тулă 1473 гектар (39 процент), ыраш 35 гектар (2 процент) вырнă.
Пĕтĕмпе 4107 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç гектар пуçне 27,2 центнерпа танлашать. Е.Андреев яч. хис. хуçалăхра тухăç 31 центнер, Суворов яч. хис. хуçалăхра 28,9 центнер, «Ударник» хуçалăхра 35 центнер, А.И. Толстов хресчен (фермер) хуçалăхĕнче 35 центнер.
Улăма 683 гектар çинчен (вырса çапнин 45 проценчĕ) пухса тирпейленĕ. «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикинче, Чкалов яч. хис. хуçалăхра, В.В. Бархаткинăн хресчен (фермер) хуçалăхĕнче пухса тирпейлемен улăм пачах çук.
Кĕрхи культурăсем акма 2611 гектар çĕр хатĕрленĕ. Е. Андреев яч. хис. хуçалăхра ку ĕçе 200 гектар, «Свобода» хуçалăхра 195 гектар, Суворов яч. хис. хуçалăхра 400 гектар, «Ударник» хуçалăхра 233 гектар, Чкалов яч. хис. хуçалăхра 300 гектар, А.А. Афанасьев хресчен (фермер) хуçалăхĕнче 300 гектар лаптăк çинче пурнăçлама ĕлкĕрнĕ.