Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ансамбль аякран çĕнтерÿпе таврăнчĕ

03 августа 2011 г.

Ансамбль аякран çĕнтерÿпе таврăнчĕ

Июлĕн 29 – 30-мĕшĕсенче Чул хула облаçĕнчи Богородск районĕ тĕрлĕ ял-хулара пурăнакан юрă-кĕвĕ ăстисене йыхравларĕ. Кунта Пĕтĕм Раççейри фольклор фестивалĕн «Хрустальный ключ» конкурсĕ иртрĕ. Ăна халăх культурин традицийĕсене сыхласа хăварас, анлăлатас, пĕр-пĕрин ĕçĕсемпе паллашас, ырă йăлана упрас, çĕнетес йăхран-йăха куçарас, çак ĕçе çамрăксене явăçтарас тĕллевпе 2003 çултанпа ирттерççĕ. Çак кĕске тапхăрта фестиваль пин-пин ăстана пĕр шухăш-кăмăллă турĕ. Фестиваль кунĕсенче халăх пултарулăхĕн 20 ушкăнĕ кунта килнисене тĕрлĕ юрă-кĕвĕпе тыткăнларĕ.

Чăваш Ен чысне хÿтĕлеме вара пирĕн районти Культура çурчĕн «Муркаш» халăх фольклор ансамблĕ (сăн ÿкерчĕкре) кăна тивĕç пулчĕ. Апла пулсан çакă Муркаш тăрăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ансамблĕн ертÿçи пулса Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юрий Жуков тăрăшать. Чул хула облаçĕнче «Муркаш» ансамблĕн пултарулăхне тивĕçлипех хакларĕç. Вĕсем пĕрремĕш хут кайрĕç пулин те 2 степеньлĕ дипломпа килчĕç, çавăн пекех аякри тăрăхран артистсем асăнмалăх хаклă парнепе таврăнчĕç, «Единая Россия» партин вырăнти организацийĕ те вĕсен пултарулăхне асăрхамасăр хăварман иккен, парне парса хавхалантарнă.

– Çул çÿрев пирĕн асăмра чылайлăха юлĕ, ытла та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ вăл пирĕншĕн. Чул хула облаçĕнче пире çав тери чаплă кĕтсе илчĕç. Эпир унта «Авăтать-и куккукĕ;», «Кĕрекене лар-ха теççĕ» юрăсем шăрантартăмăр. Жюри хакланă тăрăх пысăк гала-концерта тухма тивĕçрĕмĕр. Такмаксем вара куракансене тата жюри членĕсене питех те килĕшрĕç. Вĕсем те пирĕнпе пĕрле кĕвĕлеме хăтланчĕç. Пирĕн чăваш наци тумĕ ытла та илĕртÿллĕ-çке, хăшĕ-пĕри вара эрешсене тытса пăхрĕ, асăнмалăх сăн ÿкерĕнекенсем те чылайăн пулчĕç, – терĕ Юрий Нестерович инçетри çул çÿревре пулнă хыççăнхи савăнăçа пытараймасăр.

Халăха савăк кăмăл парнелекен «Муркаш» ансамбле 1994 çулта йĕркеленĕ. Унта хутшăнакансем тăтăшах тĕрлĕ çул çÿреве тухаççĕ, халăха хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ. Ансамбль район, республика тата ытти шайри конкурссене хутшăнса малти вырăнсене тивĕçет. 2005 çулта вара вăл халăх коллективĕн ятне тивĕçрĕ. Кăçалтанпа 20 çынран тăракан ушкăна Ю. Жуков ертсе пырать.

– Çак ушкăна çÿрекенсене пурне те тав сăмахĕ калас килет. Ăста артистсене кашнине ятран асăнам: В.Авдеева, Л.Александрова, Т.Васильева, Л.Верховцева, З.Кириллова, Е.Костина, Ю.Кузьмина, Л.Мироваева, Н.Сазонова, З.Семенова, Э.Федотова, В.Белов, В.Григорьев, Р.Кириллов, И.Майков, В.Михайлов, Ф.Григорьева, Е.Аксендарова. Вĕсем килти ĕçĕсене пăхмасăрах пухăнаççĕ, тĕрлĕ ял-хулана тухма та вăхăт тупаççĕ. Сывлăхĕсем пулччăр вĕсен, юрлас-ташлас кăмăлĕсем нихăçан та ан иксĕлччĕр. Юрă-кĕвĕне ăнланакан, тăван ен культури енне туртăнакан тата ăна упрама та хĕмлентерме тăрăшакан çын хăйĕн малашлăхри вырăнне тупĕ, – терĕ ăста ертÿçĕ ансамбле хутшăнакансене тав тунă майăн.

Малашне те эпир вĕсене çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунар, ăна валли вара вĕсен яланах çирĕп сывлăх та юрлас-ташлас туйăм хĕмленсе тăтăр.

Аякри çул çÿреве кайса килме «Муркаш» ансамбле хутшăнакансене Муркашри чăх-чĕп фабрики (ертÿçи Н.Г.Ванеркин), «Свобода» хуçалăх (ертÿçи В.К.Ананьев), «ВаСем» (ертÿçи В.С. Кондратьев) укçа-тенкĕ парса пулăшрĕç, çĕнтерÿпе таврăнма ăнăçу сунчĕç.

Р. МАКАРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика