03 августа 2011 г.
Налук тÿлессинчен пăрăнаймăн
2011 çулхи пĕрремĕш çур çулта районти пур шайри бюджетсене 75729 пин тенкĕ тĕрлĕ тÿлев куçнă. Иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан ку вăл 109 процент пулать. Федераллă бюджета 3830 пин тенкĕ (53 процент), республика бюджетне 31617 пин тенкĕ (132 процент), вырăнти бюджета 40282 пин тенкĕ (105 процент) куçарса панă.
Тÿлевсен структуринче уйрăм çынсем тупăшран тÿлекен налук 41902 пин тенкĕпе (55,3 процент), организацисем пурлăхшăн тÿлекен налук 9989 пин тенкĕпе (13,2 процент), вмененнăй тупăшран илекен пĕрлехи налук 4535 пин тенкĕпе (6 процент), ÿстернĕ хакран илекен налук 3625 пин тенкĕпе (4,8 процент), çĕр налукĕ 1174 пин тенкĕпе (1,5 процент), транспорт налукĕ 1162 пин тенкĕпе (1,5 процент) танлашаççĕ.
Вырăнти бюджета укçа ытларах уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налукран пухăнать. Иртнĕ тапхăрта вăл 33665 пин тенкĕ (83,6 процент) пулнă. Çавăн пекех вмененнăй тупăшран илекен пĕрлехи налук 4535 пин тенкĕпе (11,3 процент), çĕр налукĕ 1174 пин тенкĕпе (2,9 процент) танлашнă.
Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта налук тÿлевĕсем енĕпе парăм 398 пин тенкĕ чухлĕ ÿсрĕ, июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпе 13995 пин тенкĕпе танлашрĕ. Вăл шутра федераллă налуксем енĕпе 10223 пин тенкĕ, регионсен налукĕсем енĕпе 1155 пин тенкĕ, вырăнти налуксем енĕпе 787 пин тенкĕ, ятарлă налук режимĕн налукĕсем енĕпе 1820 пин тенкĕ.
Парăмсене шыраса илессипе саккунпа пăхнă мерăсем йышăнма тивет. Акă кăçалхи 6 уйăхра налуксемпе тÿлевсене парса татасси пирки уйрăм предпринимательсем патне 724 требовани пĕтĕмпе 17393 пин тенкĕлĕх, уйрăм çынсене 1282 требовани пĕтĕмпе 217 пин тенкĕлĕх ярса панă. Парăмсене налук тÿлекенсен счечĕсем çинчен тытса юлас тĕлĕшпе пĕтĕмпе 3249 пин тенкĕлĕх 426 инкасса порученийĕ тăратнă. Парăмçăсен счечĕсемпе тĕрлĕ операцисем ирттерессине чарса лартма 173 йышăну пĕтĕмпе 7311 пин тенкĕлĕх ярса панă. Мировой судьясем патне 65 пин тенкĕ шыраса илесси пирки суд хушăвĕсем пама ыйтса 548 заявлени ярса панă.
Раççей Федерацийĕн Налук кодексĕн 47-мĕш статйипе килĕшÿллĕн налуксене парăмçăсен пурлăхĕ шучĕпе шыраса илес тĕлĕшпе пĕтĕмпе 9912 пин тенкĕлĕх 139 исполнительнăй производство пуçарма тиврĕ. Суд приставĕсем 57 пин тенкĕ шыраса илессипе 353 исполнительнăй производство пуçарнă.
Налуксене вăхăтра тата йĕркеллĕ тÿлесси пурин тивĕçĕ те пулса тăрать. Çакă социаллă пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем тĕллевлĕ налуксем пулса тăраççĕ. Налуксем епле пухăннипе çынсене пенсисемпе тивĕçтересси, социаллă тата медицина пулăшăвĕ парасси тÿрремĕнех çыхăннă. Вырăнти тата республика шайĕнчи наци проекчĕсем мĕнле пурнăçланасси те чылай енчен налуксем йĕркеллĕ пырса тăнинченех килет. Парăм авăрне лексе хăвăр валли татах пысăкрах тăкаксем шырама кирлĕ мар. Парăмсене вăхăтра парса татмасан пенисене те, патшалăх пошлинине те, исполнительнăй тÿлевсене те (500 тенкĕрен кая мар) шыраса илĕç. Пĕр сăмахпа налуксене законодательствăпа пăхнă вăхăтра тÿлесе тăнине нимĕн те çитмест.
Налук органĕсен ĕçĕ-хĕлĕнче налук тÿлекенсемпе ĕçлесси тĕп енсенчен пĕри пулнă, ку халĕ те çаплах, малашне те çаплах пулĕ. Паянхи кун служба ытларах енпе сервис компанийĕ пулса тăрать. Граждансене хăйсен Конституци тивĕçне пурнăçлама – налуксене вăхăтра тата туллин тÿлеме пур майсемпе условисене те туса пама тăрăшаççĕ.
Çапла вара налук инспекцийĕ çĕнĕ режимпа ĕçлеме пуçăнчĕ. Халĕ налук тÿлекенсене Етĕрнере кашни ытлари кунпа кĕçнерни кун 8 сехетрен тытăнса 20 сехетчен (ытти кунсенче 8 сехетрен тытăнса 17 сехетчен) йышăнаççĕ. Кунсăр пуçне налук инспекцийĕн алăкĕсем пыракансемшĕн уйăхăн кашни иккĕмĕш тата тăваттăмĕш шăмат кунĕсенче 10 сехетрен тытăнса 15 сехетчен уçă пулĕç.
И. ШОРОНОВА,
налук инспекцийĕн анализ, отчетлăх тата парăмсене майлаштарас енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ.