03 августа 2011 г.
170-е яхăн хулара ОСАГО хакланчĕ
ОСАГО хакланнă тени тĕрĕсех-и? Страховани хакĕсем мĕн чухлĕ ÿснĕ-ши?
Владимир ПЕТРОВ.
Муркаш.
Ыйту çине «Росгосстрах» страховани компанийĕн районти страховани пайĕн пуçлăхне Валерий Иванович ВЯЗОВА хуравлама ыйтрăмăр.
– Июлĕн 28-мĕшĕнче РФ Правительствин постановленийĕ вăя кĕчĕ. Унпа килĕшÿллĕн ОСАГО пирки калакан саккуна улшăнусем кĕртнĕ. Расчет коэффициенчĕсем ÿсрĕç. Вĕсем чи малтанах водитель стажĕпе тата двигатель хăвачĕпе çыхăннă. Çавăнпа пĕрлех Раççейри чылай хуласемпе ялсем валли чи пысăк коэффициентсене те палăртнă.Çапла вара 170-е яхăн хулара ОСАГО ÿсрĕ. Вăл Чăваш Енре пурăнакансене те пырса тивет.
Хаксем чи пысăк – 2 хут ÿснисен шутĕнче Пермь, Челябинск, Тюмень, Сургут тата Хусан. Çамрăк водительсен укçа ытларах тÿлеме тивет. Килĕшÿ условийĕпе пысăк хăватлă мар автомашинăпа кирек кам та çÿреме пултарать пулсан та укçа ытларах кăларса хума тивĕ. ОСАГО пирки калакан саккуна 2003 çулта йышăннăранпа коэффициентсене пĕр хут – 2009 çулхи март уйăхĕнче çĕнĕрен палăртнă. ОСАГО енĕпе база тарифне пачах та улăштарман: сăмахран уйрăм çынсен çăмăл автомашинисем валли вăл 1980 тенкĕпе танлашать.
Шупашкар çыннисен хăйсем пурăнакан вырăнти коэффициент 1,3-чен 1,6-не çитрĕ, Çĕнĕ Шупашкарта 1-рен 1,1-не çити ÿсрĕ. Транспорт хуçисен территори коэффициенчĕ Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансен кăна мар, республикăри пур районсенче те пысăкланчĕ. Унччен вăл 0,7 пулнă пулсан, халĕ – 0,8. Канаш хулипе кăна коэффициент унчченхи пекех юлчĕ. Обязательнăй страховани килĕшĕвĕн страховани тарифĕсен коэффициенчĕ, енчен те транспорт хатĕрĕпе камсем çÿреме пултарнине палăртнă пулсан, 1,7-чен 1,8-не çитрĕ.
Страховани тарифĕсен коэффициенчĕсем водитель миçе çултине тата унăн стажне кура чылай хăпарчĕç. Акă водитель 22 çулта е çак ÿсĕме çитеймен, унăн водитель стажĕ 3 çулччен пулсан коэффициент 1,8 пулать (унччен 1,7 пулнă). 22 çултан аслăраххин стажĕ 3 çул таран пулсан коэффициент – 1,7 (1,5 пулнă), стаж 3 çул ытла пулсан – 1,6 (0,1 чухлĕ пысăкрах).
«Хурçă утăн» двигатель хăвачĕ 50 лаша вăйĕнчен тытăнса 100 лаша вăйĕ таран пулсан коэффициент 0,1 чухлĕ ÿсрĕ.
Водительсене çавна та каласа хăварасшăн. Транспорт хатĕрĕпе мĕн вăхăт усă курнине кура та коэффициентсем пысăкланчĕç. 3 уйăхшăн 0,4 пулнăччĕ, халĕ – 0,5; 4 уйăхшăн 0,5 пулнă, халĕ – 0,6; 5 уйăхшăн 0,6 пулнă, халĕ – 0,65.
Шутласа пăхма йывăрах мар. Калăпăр Муркашра пурăнакан 22 çултан аслăрах ÿсĕмри «десятка» хуçишĕн, стажĕ 3 çул пулсан, 2011 çулхи июлĕн 28-мĕшĕнчен тытăнса ОСАГО полисĕ 1386 тенкĕ вырăнне 1742 тенкĕ те 40 пус пулĕ.