03 августа 2011 г.
Граждансен интересĕсене хÿтĕлесе
Июль уйăхĕн вĕçĕнче Раççей Следстви комитечĕн Етĕрнери районсем хушшинчи следстви пайĕ хăйĕн кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи ĕç итогĕсене пĕтĕмлетрĕ. Унта районсен территорийĕсенчи прокурорсемпе районсенчи шалти ĕçсен пайĕсен пуçлăхĕсем те хутшăнчĕç.
Пай следователĕсем çак тапхăрта тĕрлĕ преступленисем пирки пĕлтернисем тăрăх 413 тĕрĕслев ирттернĕ. Вĕсем пирки пĕтĕмпе уголовлă 87 ĕç пуçарнă, 254-шĕпе уголовлă ĕç пуçарассине пăрахăçланă, 58 пĕлтерÿ пирки материалсене право сыхлавĕн ытти органĕсене ярса панă. 70 уголовлă ĕç пирки тĕпчев ĕçĕсене вĕçлесе материалсене судсене ярса панă. Кусем вĕсем пĕтĕмпе 74 гражданин тĕрлĕрен 97 преступлени тунипе çыхăннă.
Регистрациленĕ преступленисен структури улшăннă май 2011 çулта тĕпчекен уголовлă ĕçсен категорийĕ те улшăнчĕ. Çапла вара тĕпчев ĕçĕсене вĕçленисем шутĕнче çынна вĕлернĕ тĕслĕхсем 4, вăл шутра çул çитменнисемпе çыхăннисем – 2, асăрханусăрлăха пула çын вилнисем – 1, çын сывлăхне ятарласа пысăк сиен кÿнипе асăрханусăрлăха пула çын вилнисем – 1, саккунсăр ирĕкрен хăтарнисем – 1, мăшкăлланисем – 7, должноçри полномочисемпе усă курса тунă тивĕçсĕр ĕçсем – 3, взятка пани тата взятка илни – 4, граждансен конституци прависене пăсса тунă преступленисем – 19, влаç представителĕ çине ал хунисем – 7.
Юлашки вăхăтра следовательсен коррупципе çыхăннă преступленисене ытларах тĕпчеме тивет. Хĕрлĕ Чутайри выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин санитари экспертизин лабораторийĕн заведующийĕ З.Н. Стекольщикова тата асăннă станцин Элĕкри ветеринари участокĕн пуçлăхĕ Н.И. Фадеев взятка илнипе çыхăннă ĕçсене судра пăхса тухса айăплавсене палăртнă ĕнтĕ. Çавăн пекех коррупципе çыхăннă преступленисем тунăшăн Элĕк районĕнчи ялти пĕр шкул директорне, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи ача сачĕн заведующине, Муркаш районĕнчи ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулнă пĕр çынна судпа айăпланă.
Иртнĕ тапхăрта пĕчĕк ача вилнипе çыхăннă уголовлă ĕçсем те пуçарса суда ярса пама тиврĕ. Акă май уйăхĕнче кун пек уголовлă пĕр ĕçе суда ярса патăмăр. Элĕк районĕнче ашшĕн тимсĕрлĕхне пула икĕ пĕчĕк ача çунса кайрĕ. «Ядринжилкомсервис» ООО директорĕ А.В. Чернов айăпĕпе вара çурт çинчен пăр катăкĕ ÿкнипе кăкăр ачи вилчĕ.
Практика кăтартса панă тăрăх уйрăмах йывăр тата йывăр преступленисене çынсем ытларах чухне ÿсĕр пуçпа тăваççĕ. Кунсăр пуçне тата вĕсем йăлара, çемьере пулса иртеççĕ. Акă Етĕрне районĕнчи Кĕçĕн Шемертен ялĕнче Ф.А. Александров сăмакунпа «хăналаннă» хыççăн В.Д. Павловпа харкашма тытăннă. Хирĕç тăру çынна çĕçĕпе чиксе вĕлернипе вĕçленнĕ. Кун пек преступленисем йышлă пулни питех те шухăшлаттарать.
Пай следователĕсемпе милици органĕсен оперативлă ĕçченĕсем суррогат сутакансене тупса палăртасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа кун пек тĕслĕхсене 8 тупса палăртнă. Ытларах чухне йĕрке пăсакансем хушшинче асаттесемпе асаннесем. Çапла майпа вĕсем пенсисĕр пуçне кăштах «ĕçлесе илесшĕн». Анчах та кун пек хăтланнăшăн уголовлă майпа ответ тытма тивесси пирки те манас марччĕ.
А. ГАВРИЛОВ,
Раççей Следстви комитечĕн Етĕрнери районсем хушшинчи следстви пайĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ.