03 августа 2011 г.
Камсем çĕнтерÿçĕсем пулĕç?
Район администрацийĕн пуçлăхĕ кăçалхи августăн 1-мĕшĕнче ял хуçалăх предприятийĕсенчи механизаторсем, механизациленĕ тата уй-хир бригадисем хушшинчи кăçалхи вырмари конкурсне ирттересси пирки 353 " йышăнăва алă пуснă.
Механизаторсем хушшинчи конкурс июлĕн 29-мĕшĕнчен тытăнса сентябрĕн 16-мĕшĕччен пырать. Вырмана хутшăнакан комбайнерсен ĕçĕ-хĕлĕн итогĕсене комбайн марккине кура уйрăмшар пĕтĕмлетеççĕ. 1-мĕш ушкăн – «АКРОС» тата «Дон-1500», 2-мĕшĕ – «Вектор», «Полесье» тата «Енисей-954», 3-мĕшĕ – «Енисей-1200», 4-мĕшĕ – «Нива»-СК-5. Мала тухнисене свидетельствăпа 1-мĕш вырăншăн 300 тенкĕ, 2-мĕш вырăншăн 200 тенкĕ, 3-мĕш вырăншăн 100 тенкĕ преми параççĕ.
Конкурс итогĕсене эрнесерен çак кунсенче пĕтĕмлетме пăхнă: августăн 5-мĕшĕнче – июлĕн 29-мĕшĕнчен тытăнса августăн 4-мĕшĕчченхи тапхăра, августăн 12-мĕшĕнче – августăн 5 – 11-мĕшĕсенчи тапхăра, августăн 19-мĕшĕнче – августăн 12 – 18-мĕшĕсенчи тапхăра, августăн 26-мĕшĕнче – августăн 19 – 25-мĕшĕсенчи тапхăра, сентябрĕн 3-мĕшĕнче – августăн 27-мĕшĕнчен тытăнса сентябрĕн 2-мĕшĕчченхи тапхăра, сентябрĕн 10-мĕшĕнче – сентярĕн 3 – 9-мĕшĕсенчи тапхăра.
Сентябрĕн 10 – 16-мĕшĕсенчи тапхăр итогĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн сентябрĕн 17-мĕшĕнче конкурс итогĕсене пĕтĕмĕшле пĕтĕмлетеççĕ.
Призлă вырăн йышăннă механизаторсене премисене (свидетельствăсене), «Вырма–2011» эмблемăсене ĕç вырăнĕнчех пама пăхнă.
2011 çулхи вырма итогĕсемпе мала тухнă комбайн экипажĕсем валли 3 преми палăртнă: 1-мĕш вырăншăн – 3000 тенкĕ, 1-мĕш степеньлĕ диплом тата «2011 çулхи вырмари чи лайăх комбайн экипажĕ» хăю; 2-мĕш вырăншăн – 2500 тенкĕ тата 2-мĕш степеньлĕ диплом; 3-мĕш вырăншăн – 2000 тенкĕ тата 2-мĕш степеньлĕ диплом.
Водительсен ĕçне 9 уйăх итогĕсемпе хаклаççĕ: 1-мĕш вырăншăн – 1500 тенкĕ, 1-мĕш степеньлĕ диплом тата «2011 çулхи чи лайăх водитель» хăю; 2-мĕш вырăншăн – 1000 тенкĕ тата 2-мĕш степеньлĕ диплом; 3-мĕш вырăншăн – 800 тенкĕ тата 3-мĕш степеньлĕ диплом.
Трактористсен ĕçне 9 уйăх итогĕсемпе хаклаççĕ: 1-мĕш вырăншăн – 1500 тенкĕ, 1-мĕш степеньлĕ диплом тата «2011 çулхи чи лайăх тракторист» хăю; 2-мĕш вырăншăн – 1000 тенкĕ тата 2-мĕш степеньлĕ диплом; 3-мĕш вырăншăн – 800 тенкĕ тата 3-мĕш степеньлĕ диплом.
Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне тасатакан звеносем хушшинче: 1-мĕш вырăншăн – 1500 тенкĕ (кирлĕ чухлĕ вăрлăха 2011 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕччен 100 проценчĕпех кондицие çитернĕ пулсан), 1-мĕш степеньлĕ диплом, «Вăрлăх тасатассипе 2011 çулхи чи лайăх звено» куçса çÿрекен вымпел; 2-мĕш вырăншăн – 1200 тенкĕ (кирлĕ чухлĕ вăрлăха 2011 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕччен 95 процент кондицие çитернĕ пулсан), 2-мĕш степеньлĕ диплом; 3-мĕш вырăншăн – (кирлĕ чухлĕ вăрлăха 2011 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕччен 90 процент кондицие çитернĕ пулсан), 3-мĕш степеньлĕ диплом.
Уй-хир бригадисен ĕçне 9 уйăх итогĕсемпе хаклаççĕ: 1-мĕш вырăншăн – 2000 тепнкĕ, 1-мĕш степеньлĕ диплом тата «2011 çулхи чи лайăх уй-хир бригади» куçса çÿрекен вымпел; 2-мĕш вырăншăн – 1500 тенкĕ тата 2-мĕш степеньлĕ диплом; 3-мĕш вырăншăн – 1000 тенкĕ тата 3-мĕш степеньлĕ диплом.
Механизациленĕ бригадăсен ĕçне 9 уйăх итогĕсемпе хаклаççĕ: 1-мĕш вырăншăн – 2000 тенкĕ, 1-мĕш степеньлĕ диплом тата «2011 çулхи чи лайăх механизациленĕ бригада» куçса çÿрекен вымпел; 2-мĕш вырăншăн – 1500 тенкĕ тата 2-мĕш степеньлĕ диплом; 3-мĕш вырăншăн – 1000 тенкĕ тата 3-мĕш степеньлĕ диплом.
Конкурс итогĕсене пĕтĕмлетме комисси йĕркеленĕ. Комисси председателĕ – район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ В.А. Калинин.