03 августа 2011 г.
Çĕршĕн яваплăх ÿсет
Паян кун йĕркинчи чи çивĕч ыйтусенчен пĕри вăл – çĕр ыйтăвне татса парасси, çĕрĕн хуçине палăртса ун тĕлĕшпе çав çĕр участокне саккунпа килĕшÿллĕн çирĕплетесси. Кунта çакна манмалла мар, паян ĕçлекен саккунсене тăтăшах улшăнусемпе çĕнĕлĕхсем кĕрсе пыраççĕ. Кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен «Раççей Федерацийĕн уйрăм саккун акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен» 169-мĕш номерлĕ Федераллă Саккун вăя кĕчĕ. Мĕнле улшăнусемпе çĕнĕлĕхсем пирки пырать-ха калаçу;
Çĕнĕ саккунра çĕр участокĕсемпе 3 çул е ытларах та тĕллевлĕ усă курмасан е вĕсемпе вырăнлă усă курас йĕркене пăссан, экологи требованийĕсене пăхăнмасан вĕсене ял хуçалăх пĕлте-рĕшлĕ çĕрсенчен туртса илес йĕркене пăхса хăварнă.
Çĕр участокне унăн хуçинчен çĕр законодательствине пăсса усă курсан, çак çулпа кайса çĕр пулăхлăхне чакарсан, экологи лару-тăрăвне начарлатсан суд йышăнăвĕпе туртса илме пултараççĕ.
Кунпа пĕрлех çĕрпе тухăçлă усă курманшăн, çĕр законодательствине пăснăшăн çĕнĕ саккунпа административлă яваплăх та ÿсрĕ. Çĕрпе усă курас йĕркене пăссан малашне граждансене 2–5 пин тенкĕлĕх, ĕçри çынсене 4–6 пин тенкĕлĕх, юридициллĕ вăйра тăракансене 80–100 пин тенкĕлĕх административлă явап тыттарма ирĕк пур.
Саккуна «ыйтман çĕр пайĕсем» («невостребованные земельные доли») çĕнĕ ăнлану кĕртнĕ. Çĕр пайне ыйтман пай тесе çакăн пек чухне шутлаççĕ:
– хапăрлăх прави пур çĕр пайĕпе (енчен те çĕр пайĕн прависене регистрацилемен пулсан) гражданин 3 çул е ытларах та усă курмасан тата ăна никама та ĕçлеме арендăна памасан;
– ял хуçалăх çĕрĕсен е çĕр пайĕсен хуçи тĕлĕшпе вырăнти ял тăрăхĕсен йышăнăвĕсенче кăтартни çук-тăк, çĕр хуçи вилнĕ тата унăн прависене йышăннă тĕпкĕч пулмасан.
Çĕр пайĕсен хуçисем пĕрлехи пухура çĕр пайĕсен чиккисемпе ĕçлеме е çĕр пайĕсене пĕрлехи арендăна пама хăйсен уполномоченнăйне суйлама пултараççĕ.
Асăннă саккун граждансен çĕр пайĕсене кĕске вăхăтра патшалăх регистрацийĕ тума тата Чăваш Республикин территорийĕнче 411,2 пин гектар йышăнакан çĕр лаптăкĕсене йĕркелеме май парать.
Енчен те пай харпăрлăхĕн хуçисем 2012 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен çĕр участокĕсене виçсе çирĕплетес йышăнăва тумасан тата хăйсен харпăрлăх правине регистрацилемесен вырăнти ял тăрăхĕн 2013 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен çак ĕçсене пурнăçлама тивет:
– çĕр пайĕсен виçисене палăртса ыйтман çĕрсен хуçисен списокне çирĕплетме пухусем ирттермелле;
– çĕр участокĕсен виçе проекчĕсене хатĕрлессине йĕркелемелле;
– пухупа пăхса тухнă çĕр участокĕсем тĕлĕшпе кадастр ĕçĕсем пурнăçлассине йĕркелемелле.
Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен «Раççей Федерацийĕн уйрăм саккун акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен» 169-мĕш номерлĕ Федераллă Саккун вăя кĕни çĕр тĕлĕшпе малашне çĕр-шывра тимлĕх ытларах пуласси пирки калать.
А. БЕЛОВ.