Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕнпе айăпа кĕнĕ-ши пĕчĕк хĕр ача?

03 августа 2011 г.

Мĕнпе айăпа кĕнĕ-ши пĕчĕк хĕр ача?

Çак кунсенче Муркаш район судĕнче çынлăха çухатнă пĕр арçыннăн уголовлă ĕçне тишкерчĕç, приговор вуларĕç, хальлĕхе вăл вăя кĕмен-ха. Ку ĕçĕн патшалăх айăплавçи район прокурор çумĕ, юстици советникĕ Ю.М. Семенов пулчĕ. Пÿтсĕр çын ĕçĕпе вара лăпкă чунпа паллашма май килмерĕ.

Тин кăна кун çути курнă ача саккунпа килĕшÿллĕн тулли праваллă çын шутне кĕрет. Малашне те вара çавăн пекех юлать. Ачана чи малтан ашшĕ-амăш хÿтлĕхĕ, тимлĕхĕ, юратăвĕ кирлĕ. Кун-çул парнеленĕ çынсен айванлăхĕ, тискерлĕхĕ çитĕнекен ăрăва тĕрĕс-тĕкел аталанма чăрмав кÿмелле мар, ун черченкĕ чунне амантмалла мар. Пĕр татăлнă хĕлĕх вара каялла сыпăнмĕ, ĕмĕрлĕхех суранланса юлĕ. Аслисен кăра туйăмне пула ача-пăча арçынпа хĕрарăм хушшинчи харкашу сăлтавĕ ан пултăр.

Хăй телейне шыраса-ши Урал енчи арçын Йуçкасси ял тăрăхĕнчи пĕр ялти хĕрарăм патĕнче хÿтлĕх тупнă. Тепĕр тесен ниçта та ĕçлемен, маларах тепĕр çемьерен уйрăлма ĕлкĕрнĕ, ниçта та регистрациленмен, чылай çул йĕплĕ карта леш енче пулма ĕлкĕрнĕ арçынпа çывăхланса çемье çавăрма, телей кайăкне пĕрле тытма ĕмĕтленме кирлех-ши тата; Шел пулин те кăмăл-туйăм хăш чухне виçесĕр ултавлă пулма пултарать.

...Хĕрĕх çула çывхаракан эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ арçын çын картĕнчен тухса пĕрле пурăнакан хĕрарăма хĕнет. Тискер кайăк туйăмĕллĕ арçын куçĕ умне çулталăк та çитмен пĕчĕк ача лекет. Чăр-чăр пăхакан пĕр айăпсăр куçĕ те, пулăшу ыйтса хăлаçланакан черченкĕ аллисем те, пÿрт ăш-чикне тултармалла шари çухăракан сасси те ун çиллине çемçетеймест. Çакăн пек лару-тăру ăна татах та тискерлентерет. Пĕр шелсĕр вăл пĕчĕкскерне темиçе хутчен пуçĕнчен çапать.

Кун хыççăн кун иртет, вăхăт малаллах шăвать. Суран вара ĕмĕрлĕхех юлать, мĕншĕн тесен вăл ытла та тарăн, тăтăшах вĕсен кил-çуртĕнче вĕçсĕр-хĕрсĕр куççуль, ырату тата харкашу.

Тепĕр куна та сăнласа хăварам. Хĕрарăмпа арçын хушшинчи кулленхи хирĕçÿ, тытăçу. Çак тискер ÿкерчĕк яланах ача куçĕ умĕнче пулса иртет. Шел пулин те вăл çепĕç сăмах вырăнне чун-чĕрене çурмалла харкашу илтет. Унăн пĕчĕк чун-чĕри кашни сас-чÿренех шикленет. Шурă мамăк евĕр пичĕ çумне ăшă алă сĕртĕнес вырăнне шартах сиктерекен хытă чăмăр лекет, кĕлеткене суранлатать, кăвакартать! Ку хутĕнче те ачана тĕкĕнмесĕр хăварман арçын, çÿлелле утьăкка сиктерес вырăнне курайманлăхпа темиçе хутчен çĕклесе диван çине пăрахнă. Тепĕр кунхине вара каллех черетлĕ синкер, хальхинче пĕчĕкскерне çапнипе куçĕ кăвакарнă. Паллах кашни куна сăнлаймăн, мĕншĕн тесен çакă йăлăна кĕнĕ тискерлĕх.

Çапах та кунта пĕр ыйту канăçсăрлантарать. Мĕншĕн-ха хĕрарăм хăй пурнăçне, унтан та ытларах пĕчĕк ача пурнăçне çав тери пысăк хăрушлăх умне кăларса тăратнă, пĕчĕк ачана тискер кайăк туйăмĕллĕ арçын çумне «сăнчăрланă», тивĕçлĕ органсене маларах пĕлтермен тата вăл сереперен хăтăлма та тăрăшман; Тем тесен те ача кун-çулĕшĕн амăшĕ ытларах яваплă. Апла пулсан та вăл арçыннăн тискер хăтланăвне каçарма тата ăна ирĕкре хăварма ыйтать. Ĕç-хĕл çакăн пек çаврăнса тухнине вара ăнланма питĕ йывăр, вăл çак хĕрарăм вăрттăнлăхĕ пулĕ. Анчах та иртнĕ пурнăçа каялла тавăраймăн. Ку таранчченхи нушана чăтса ирттернишĕн Турри çутă малашлăх пиллетĕрччĕ кăна.

Çÿлерех асăннă факт тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарассине районти шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем чарни саккунлă пулман. Çак йышăнăва район прокуратури çине тăнипе тата хушма тĕрĕслев ирттернипе Йуçкасси ял тăрăхĕнче пурăнакан арçын преступлени тунине çирĕплетнĕ.

Р. Илларионова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика