Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр лаптăкне кам тивĕçет?

03 августа 2011 г.

Çĕр лаптăкне кам тивĕçет?

«Пирĕн çемьере виçĕ ача. Аслисем 18 тултарайман-ха, кĕçĕнни виçĕ çултан иртрĕ çеç. Пирĕн тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ илме май пур-и?»

Редакцие шăнкăравланинчен.

Ку ыйтăва хуравлама район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнĕвĕсен пайĕн пуçлăхĕ А.В. ПЕТРОВ килĕшрĕ:

– Чăваш Республикин Президенчĕ М. Игнатьев кăçалхи мартăн 4-мĕшĕнче «Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене пулăшу памалли хушма мерăсем çинчен» Указа алă пусрĕ. Ун хыççăн республикăн Патшалăх Канашĕ «Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем уйăрса парасси çинчен» саккун йышăнчĕ.

Саккунра тÿлевсĕр çĕр лаптăкне камсем тивĕçнине те, хăш çемье нумай ачаллă шутланнине те çирĕплетнĕ. Çапла вара унпа килĕшÿллĕн пурăнмалли çурт-йĕр тума уйăрса паракан çĕр лаптăкне кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çемьере виççĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуралнă (усрама илнĕ) пулсан памалла. Ку вăхăтченхи çулсенче çемьере виççĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуралнă (усрама илнĕ) пулсан, çемье вырăнти хăй тытăмлăх органĕнче пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма черете тăнă пулсан çеç тивĕçет. Асăннă категорисене кĕрекен çемьесен вырăнти хăй тытăмлăх органне çĕр лаптăкĕ уйăрса пама ыйтса заявлени çырмалла.

Сăмахран, çемьере çул çитмен (18 тултарман) ача виççĕ, виççĕшĕ те 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен çуралнă, çемье пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма черете тăман. Апла пулсассăн çак çемье дача валли е хушма хуçалăх йĕркелеме кăна çĕр лаптăкĕ пама ыйтса заявлени çырма пултарать. Ыйту параканăн çемйи маларах вырăнти хăй тытăмлăх органне пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма черете тăнă пулсан вăл пурăнмалли çурт-йĕр туса лартмалли çĕр лаптăкне тивĕçет.

Аса илтерсе хăваратăп, «Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем уйăрса парасси çинчен» саккунра палăртнă тăрăх çемьере виçĕ е ытларах ача (усрава илнисем пулсан та) пурте 18 тултарман, Раççей Федерацийĕн гражданĕсем пулсан тата Чăваш Республикинче пурăнаççĕ пулсан çеç çемье нумай ачаллă шутланать.

Н. Николаева

хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика