03 августа 2011 г.
Раççейре милиционерсем юлмарĕç
Маларах палăртнă пек августăн 1-мĕшĕ тĕлне Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин сотрудникĕсене аттестацилес ĕç вĕçленчĕ. Унта пĕтĕмĕшле Шалти ĕçсен министерствин 875 пин офицерĕ хутшăннă. Ведомствăра ĕçлеме юлнă сотрудниксем пурте полицейски званийĕсене илнĕ.
«Ертсе пыракан тытăмри должноçсене йышăнма 327 генерала аттестациленĕ, 21 кандидат тĕрлĕ сăлтава пула аттестаци витĕр тухайман», – çапла пĕлтернĕ РФ Шалти ĕçсен министрĕ Рашид Нургалиев «Россия–24» канала тÿрĕ эфирти калаçу вăхăтĕнче.
Реформа вăхăтĕнче вара пурĕ 183 пин çынна ĕçрен кăларнă. 2010-2011 çулсенче 20 пин ытла милици офицерне ĕç вырăнĕ тупса панă. Реформа пынă май 2012 çулччен полицейскисен йышĕ пĕтĕмĕшле 22 процент чухлĕ чакмалли паллă.
Хамăр инф.